Комментари хушас

18 Нарăс, 2017

Йăмраллă чăваш ялĕсĕр тунсăхларăм

«Çуллансан вĕренме ан вăтан, ватăлсан вĕренни пач вĕренменнинчен çĕр хут аванрах пулĕ», — тенĕ Эзоп.

Чĕмпĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 21-мĕш вăтам шкулта технологи предмечĕпе «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата пуплевĕ» кружока ертсе пыракан Юлия Серебряковăна авалхи грексен паллă юптаруçи çак сăмахсене ун пирки каланăнах туйăнать.

— Эпĕ Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнчи Кĕлтес ялĕнче çуралнă. Асаннен Прасковья Теребиновăн юмахĕсене итлесе çитĕннĕ. Ачаран юрлама-ташлама, вулама юрататтăм. Клуб сцени çинче чăваш спектаклĕсем лартаттăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухне çемье Ульяновск облаçĕнчи Чартаклă районĕнчи Мирный поселокне куçса килчĕ. Эпĕ йăмраллă чăваш ялĕшĕн, тăван чĕлхепе пуплессишĕн тунсăхлама пуçларăм. Аллăма аттестат илсен аван çĕвĕç пулас ĕмĕтпе Чĕмпĕрти профессипе техника 5-мĕш училищине вĕренме кĕтĕм. Ун хыççăн 13 çул самаях пысăк предприятире çĕвĕçре вăй хутăм. Çак хушăра бухгалтера, юриста вĕрентĕм. Кам шухăшланă-ха хĕрĕх çула çитеспе шкулта ĕçлеме пуçласса, аслă шкулта учителе вĕренессе? Хамăн çемьепе Карлинскинче тĕпленсен 2009 çулта шкулта технологи урокне тытса пыма сĕнчĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Каярах чăваш чĕлхипе тата литературипе кружок йĕркелеме шухăшларăмăр. Ĕç-пуç йĕркеленсе кайрĕ. Хальччен ачасемсĕр, вĕрентÿ ĕçĕсĕр мĕнле пурăннă-ши эпĕ? — терĕ Юлия Александровна.

Хĕрачасене кĕпе-саппун çĕлеме вĕрентет, ал ĕçне хисеплеме хăнăхтарать вăл. Чăваш ачисем тăван халăх культурине, йăли-йĕркине, уявĕсене ăса хывччăр, вулама-çырма пĕлччĕр тесе ырми-канми тăрăшать. Тĕрлĕ проектпа конкурса та хастар хутшăнать учитель, маçтăр-классем ирттерме кăмăллать, тĕрлет, çĕлет, çыхать, ÿкерет... Мĕнле ĕçпе кăна аппаланма пĕлмест! Чăваш кĕпи те çĕлет, чăвашла тумлантарнă пуканесем ăсталать, пусма татăкĕнчен сумка калăплать.

— Хамăн пĕлĕве ачасене пама май пурриех — телей. «Саккăрмĕшсемпе» юбка çĕлерĕмĕр, вĕçлесен шкул тăрăх мода кăтартса çÿрерĕмĕр. Ачасем мана сырса илчĕç те: «Юлия Александровна, мĕншĕн пире чаплăрах пусма туянма каламарăр, эпир вылямалла çеç пуль тесе урока йÿнĕ тавар илсе килтĕмĕр. Пирĕн юбкăсем ют çĕршывра çĕленинчен те илемлĕрех пулчĕç», — терĕç. Çак сăмахсем маншăн чĕрене пыл сĕрнĕ евĕр пылак туйăнчĕç, — пĕлтерет вăл. — Ман телей, мухтав – ачасем: икĕ ывăлпа хĕр. Савнă мăшăр пур пуçарура та хавхалантарать. Анне те килсе çÿрет, пулăшать. Кĕçĕннине эпĕ 40 çулта çуратнă – пĕчĕкскерне ÿстерме кукамăшĕ нумай пулăшрĕ. Тавах ăна. Вырсарникунсерен урама уçă сывлăшпа киленме çÿретпĕр: тăвайккинчен çунашкапа ярăнатпăр, йĕлтĕр çине тăратпăр.

Ачасен сăввисене итленĕ хыççăн кружокра алăпа çырмалли «Первый блин» журнал никĕслерĕмĕр. Унта эпир сăвăсем çыратпăр. Пĕрле сÿтсе яватпăр, тÿрлететпĕр. Пултаруллă шăпăрлансен хайлавĕсене чăвашла куçарма шухăшларăм. Хăтланса пăхрăм та — куçару ĕçĕ килĕшрĕ. Паян ачасен хăйсен сăввисене чăвашлах пăхмасăр вĕренме май пур.

Юлия Александровнăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамоти нумай. Ульяновск облаçĕнчи тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен 2016 çулта иртнĕ ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă вăл. Çакă тăрăшуллă чăваш хĕрарăмĕн — пысăк çитĕнĕвĕ.

Елена АЛЕКСЕЕВА.

/Чĕмпĕр чăвашĕсен «Канаш» хаçачĕн материалĕпе усă курнă/.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.