выльăх-чĕрлĕх

17 Раштав, 2015

Качака пăранласан

Çулла качака туянтăм. Кĕçех вăл пăранламалла. Çак вăхăтра ăна мĕнле пăхасси, качака путеккине епле алла илсе çитĕнтересси пирки çырсан аванччĕ.

Екатерина ТРИФОНОВА.

Шăмăршă районĕ.

Качакана пăранлаттарасси яваплă тапхăр. Выльăх пĕтĕ чухне унпа тимлĕ пулмалла. Качака сывă пулсан унăн путекĕсем те тĕрĕс-тĕкел çуралаççĕ.

12 Раштав, 2015

Ĕне пăрулаттарасси тавра

Çамрăк чĕрчун сывлăхĕ, сĕт пахалăхĕпе виçи ĕнене пăрулаттариччен епле пăхнинчен нумай килет. Выльăх канма ĕлкĕртĕр тесен ăна вăхăтра сума пăрахмалла.

Пăруличчен 60-70 кун маларах выльăха типĕ апат çине куçармалла. Кун пек вăл витаминпа минералсен шайне йĕркене кĕртме ĕлкĕрĕ. Ку вăхăтра ĕнене тымар çимĕç, силос, комбикорм памаççĕ, утă çитереççĕ. Шыв виçине те чакармалла, ытлашши сивĕ те ан пултăр вăл. Пăрулама хатĕрленекен выльăха апат та ытлашши памалла мар - самăрланасран сыхланмалла.

11 Раштав, 2015

Ăрата кура – апачĕ

Выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕнче апат тата унăн пахалăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Чылай ăсчах çакна сурăхсем, каярах вăкăрсем çинче тĕрĕсленĕ. Выльăха çамрăкран ÿсен-тăран апачĕ çитерсен унăн вар-хырăмĕ лайăхрах аталанать, çитĕнсен ку апата вăл çăмăллăн çиет.

20 Чÿк, 2015

Ĕне пăруласса кĕтетпĕр

Ĕнене пăруличчен - 2 уйăх, пĕрремĕш хут пăрулакан тынана тата нумай сĕт паракан выльăха 65-70 кун маларах сума пăрахмалла. Ку тапхăрта унăн организмĕ канать, тутлăхлă япаласен саппасĕ ÿсет. Çакна кура вăл çемьене сывă, çирĕп пăрупа савăнтарĕ, сĕт те ытларах антарĕ.

2 Юпа, 2015

Ĕне вити ăшă та типĕ пултăр

Ĕне витине кирпĕчрен е чултан тума пулать. Анчах йывăçран хăпартнине нимĕн те çитмест. Кирпĕч вите çирĕпрех, паллах. Çав вăхăтрах унта сивĕ пулнăран выльăх час-часах шăнса чирлет.

Пĕренерен купаланă вите чăтăмлă пултăр тесен никĕсне чулран тăваççĕ. Тислĕк купи патне илсе тухакан стена та чулран пулмалла. Чуллă витере стена сивĕре питĕ хăвăрт сивĕнет, япăх "сывлать". Çанталăк çуркунне енне сулăнсан час ăшăнмасть, çавна пула шалти стена вăйлă нÿрленет.

Pages