Комментари хушас

20 Чÿк, 2015

Ĕне пăруласса кĕтетпĕр

Ĕнене пăруличчен - 2 уйăх, пĕрремĕш хут пăрулакан тынана тата нумай сĕт паракан выльăха 65-70 кун маларах сума пăрахмалла. Ку тапхăрта унăн организмĕ канать, тутлăхлă япаласен саппасĕ ÿсет. Çакна кура вăл çемьене сывă, çирĕп пăрупа савăнтарĕ, сĕт те ытларах антарĕ.

Сума тÿрех мар, майĕпен темиçе кун хушшинче пăрахтараççĕ. Ку ĕне тухăçлăхĕнчен килет. Тепĕр чухне лайăх пăру илес тата пăрулаттарнă хыççăн сăвăма ÿстерес тесен кунне 10-15 килограмм сĕт парсан та ăна сума пăрахмалла. Çак тапхăрта чи малтанах силос, тымар çимĕç, ытти сĕтеклĕ апат, çавăн пекех концентрат çитерме чарăнмалла. Шыв сахал ĕçтермелле тата сăвăм шутне чакармалла. Сума пăрахтарас кун тĕлне ĕнене утă кăна çитермелле. Каннă тапхăрта çиллине массаж тума юрамасть. Ĕне çулла пăруласан сĕт сума пăрахнă вăхăтра симĕс курăк тата концентрат ?тырă фуражĕ, комбикорм тата ыт. те% памаççĕ. Унсăр пуçне кĕтÿре те вăрах çÿретмеççĕ.

Сума пăрахсан 5-6 кунран /çилли самай пушансан/ ĕнене пăрулаттарма хатĕрлемелле. Ку вăхăта вăл вăтам самăр, çирĕп хул-çурăмлă пулмалла. Пăрулас умĕн унăн чĕрĕ виçи 50-75 кг хутшăнмалла. Ытлашши апатласран та асăрханмалла, ку сывлăхшăн сиенлĕ. Пĕтĕ ĕнене пахалăхлă апат кăна çитермелле.

400 килограмм таяканнине хĕлле талăкра 8-12 кг утă, 12-16 кг сĕткенлĕ апат ?турнепс, выльăх кăшманĕ, çĕр улми тата ыт. те% тата 1,5-2 кг концентрат кирлĕ. Унсăр пуçне кунсерен тăвар, пурă хурса памалла. Пĕтĕ выльăха талăкра виçĕ хут пĕр вăхăтра апатлаççĕ. Кунне сахалтан та виçĕ хут таса, ăшă шыв ĕçтереççĕ. Концентрат париччен шăвараççĕ.

Пĕтĕ ĕнене лайăх пăхмалла. Вăл тăракан витере çутă пулмалла, хушăксенчен сивĕ сывлăш вĕрмелле мар. Урай шăвасран асăрханмалла. Ĕнене типĕ ай сарăмпа тивĕçтермелле.

Хĕлле шуçлак мар чухне 2-4 сехете картишне уçăлтарма кăлармалла. Çакă организма çирĕплетет, хырăмлăха лайăх ĕçлеттерет. Апла ĕнене пăрулама та çăмăл. Пăруличчен 2-3 кун юлсан çеç уçă сывлăша илсе тухмаççĕ.

Йĕркеллĕ ĕне 285 кун пĕтĕ çÿрет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.