Ĕне пăрулаттарасси тавра

12 Раштав, 2015

Çамрăк чĕрчун сывлăхĕ, сĕт пахалăхĕпе виçи ĕнене пăрулаттариччен епле пăхнинчен нумай килет. Выльăх канма ĕлкĕртĕр тесен ăна вăхăтра сума пăрахмалла.

Пăруличчен 60-70 кун маларах выльăха типĕ апат çине куçармалла. Кун пек вăл витаминпа минералсен шайне йĕркене кĕртме ĕлкĕрĕ. Ку вăхăтра ĕнене тымар çимĕç, силос, комбикорм памаççĕ, утă çитереççĕ. Шыв виçине те чакармалла, ытлашши сивĕ те ан пултăр вăл. Пăрулама хатĕрленекен выльăха апат та ытлашши памалла мар - самăрланасран сыхланмалла.

Ĕне выртакан вырăн йĕпе, шывлă пулмалла мар. Сивĕ урайĕнче шăнса чирлесрен сыхланмалла. Уçă сывлăша кăлармаллине те манмалла мар.

Ĕне вăтамран 285 кунран пăрулать. Пĕр-икĕ эрне малтан хырăмĕ аяла усăнать, кучĕ хĕрелет, çилли тулать. Пăрулас умĕн мăнтăр сĕнтĕр ярать вăл, купарча шăммисем те сарăлаççĕ.

Ĕнене пăрулаттарма хатĕрленекен вите таса пулмалла. Айне те урăх улăм сарса çĕнетмелле. Пăруланă чухне ĕне е выртать, е тăрать. Тĕрĕссипе, малтан пăрăвăн малти урипе пуçĕ тухмалла, анчах тепĕр чухне кайри урисемпе те килет вăл. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан ĕне çур сехетрен ытла пăруламасть. Енчен те çак вăхăтра пăру тухмарĕ пулсан, эппин, вăл таçта хĕсĕннĕ, çавăнпах ăна тухма пулăшмалла.

Пăру тухса ÿкнĕ-ÿкмен ăна сывлаттармалла, çавăнпах çăварĕ, сăмси, куçĕ çинчи йăлмакана шăлса тасатмалла. Кăвапине хырăмĕнчен 10-12 сантиметр аяларах касса юнран тасатмалла, йод сĕрмелле.

Ĕнене вара кăштах кантармалла. Айĕнчи улăма тепĕр хутчен улăштарсан та пăсăк мар. Кучĕпе çиллине ăшă шывпа çуса типĕтсен аван.

Тепĕр чухне пăруланă хыççăн ĕне чирлет. Çавăнпах май пур тăк выльăха ветеринара кăтартмалла, уйрăмах йывăррăн пăруларĕ пулсан.

Чирсенчен пĕри ĕне хыçне пăрахманнипе çыхăннă. Вăл талăкĕпех ÿкмесен выльăха пулăшма васкамалла. Унсăрăн часах хыçĕ çĕрме тытăнать, çавна пулах ырă мар шăршă сарăлать. Унран та ытла, микробсем выльăх организмне лекнĕрен вилме те пултарать.

Тепĕр амак - парез. Кун пек чухне çăмăлланнă хыççăн выльăх выртать кăна. Чир çăмăллăн иртнĕ чухне ĕне ура çине тăрать-ха, анчах хăйне япăх туять. Анчах тепĕр чух шалкăм çапма та пултарать. Тĕрĕссипе, çак чир пăруличченех палăрать - ĕне вăйсăрланать. Çакă выльăха тĕрĕс мар апатлантарнипе, пăхманнипе çыхăннă.

Гипокальцеми те - тин пăруланă ĕнесен чирĕ. Вăл выльăх апат нумай çинипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Ÿт ытлашшипех хушнă ĕне организмĕнче Д витамин çителĕксĕр пулнăран юнĕнче фосфорпа кальци виçи чакать.

Пăрăва сывлаттарсан ĕне çумне хумалла. Амăшĕ ăна чĕлхипе çулласа тасатĕ, çавна май юн чупаслăхĕ лайăхланĕ.

Малтанхи кунсенче пăрăва ăшă витере усрамалла. Амăшĕн сĕчĕ пĕрремĕш талăкрах пăру иммунитетне çирĕплетме май парĕ. Çавăнпах пĕчĕкскерне тÿрех 1 литр сĕт ĕçтермелле. Витамин çителĕклĕ пултăр тесен сĕте пурăпа тăвар хушмалла. 16 кунран ăна çемçе симĕс утă хурса пама тытăнмалла.

Пăруланă ĕнене вара малтан ăшă шыв ĕçтермелле. Сехетрен сĕтне суса илме те юрать. Малтанхи кун ăна çемçе утă çеç памалла. Иккĕмĕш кунхине пĕçернĕ çăнăх шывĕ сĕнме юрать. Хăнăхнă апат патне 20-30 кунран çеç таврăнмалла.

Ĕне сĕт лайăх антартăр тесен выльăх апатланăвне тĕрĕс йĕркелемелле. Çурхи тĕш-тырă улăмĕ, утă, куккурус силосĕ, кăшман, çĕрулми, кавăн, çăнăх, жмых çитермелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.