выльăх-чĕрлĕх

17 Пуш, 2016

Çуркуннепе витаминлă апат кирлĕ

Кĕтÿре çÿремен тапхăрта кашни сурăх пуçне 2 кг утă кирлĕ. Сĕлĕ, урпа улăмĕ пама юрать. Улăма малтан турамалла та вĕри шывпа пăшăхламалла, ыраш е урпа çăнăхĕ сапса памалла. Унсăр пуçне сурăхсене, качакасене чĕрĕ пахчаçимĕç парса тăмалла. Кăшман, кишĕр, çĕрулми лайăх çиеççĕ вĕсем. Пахчаçимĕçе пыра лартасран вĕтетмелле. Чылайăшĕ пахчара кавăн çитĕнтерет. Кавăна нÿхрепе е тĕпсакайне хурса упрамалла. Çак çимĕçе эпир çĕнĕ çулччен çикелетпĕр-ха. Ытлашшине пĕчĕккĕн выльăха тураса парсан çулла кавăн çитĕнтерес кăмăл та пысăкрах пулĕ.
10 Пуш, 2016

Хăшне суйламалла?

Малашне сыснасен икĕ ăратне - усăнчăк хăлхаллă Вьетнам сыснипе Венгри мангалицине – ытларах ĕрчетĕç. Иккĕшĕ те курăкпа апатланакан выльăх шутланать. Çак енпе кăна вĕсем пĕрешкел, ыттипе уйрăлса тăраççĕ. Анчах килти хушма хуçалăхра ĕрчетес тесен ăратсен çитменлĕхĕсене те пĕлмелле.

3 Пуш, 2016

Кролик ĕрчетме ансат мар

Эпĕ чылай çул ĕнтĕ кролик ĕрчететĕп. Килти хушма хуçалăхри пĕчĕк фермăра виçĕ ăрат усратăп /çĕр пуçа яхăн/: «баран», «новозеландская», «фландр» йышшисене. Кашнине уйрăммăн ĕрчетме тăрăшатăп.

Ăрата тăсма ама кăна хăваратăп. Аçана çĕннипе тăтăш улăштаратăп. Çакă кроликсене ытлашши тăванлатма памасть.

Амасене 5-6 уйăхра пĕтĕлентерме тытăнатăп. Анчах пурне те мар – лайăх аталаннисене суйласа илетĕп. 7 уйăх хыççăн кирек хăш ăратри аçана та пĕтĕлентерме йывăр. Кролик çурисене амăшĕпе пĕрле 2 уйăх тытатăп, ун хыççăн уйăратăп, амана икĕ эрне кантаратăп.

22 Кăрлач, 2016

Хĕллехи апат

Ĕнене хĕлле тĕрĕс апатласан сăвăма самай ÿстерме пулать. Рацион утăпа, силоспа, сенажпа пуян пулни пĕлтерĕшлĕ. Анчах ытларах чухне сĕтлĕ ĕнене силоспа концентрат пама тăрăшаççĕ, çакă выльăхăн япаласен ылмашăвне улăштарать.

1,5 уйăха яхăн куккурус силосĕ çитерсен вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать. Ытти йышши силоспа кăна апатласан та ĕне ацидоз текен чирпе аптрама тытăнать. Куккурус силосне утăпа е улăмпа хутăштарсан выльăх организмĕнчи йÿçеклĕх шайĕ йĕркеленет. Силосри йÿçеклĕхе чакарма тата ацидоз чирĕнчен хÿтĕленме ĕнене аммиак шывĕ, пурă е апат соди памалла.

22 Кăрлач, 2016

Качака ăрачĕ тата тухăçлăхĕ

Тухăçлăх тĕлĕшĕнчен качака ăратне тăватă ушкăна уйăраççĕ: çăмламас, мамăкли, сĕтли тата вырăнта хутăшса кайни е пĕр вăхăтрах çăм, мамăк тата сĕт параканни.

Çăмламас качакаран çурма çÿхе мохер çăмĕ касса илеççĕ. Кун пеккисем ангор йăхĕнче анлă сарăлнă. Çак ăрата тĕнчери мĕнпур çĕршыврах ĕрчетеççĕ. Вĕсен çăмĕ - 20-25 см тăршшĕ, йăлтăртатать тата яка, пысăк пахалăхлă. Таса ăратлă ангор качаки 2-3 кг çăм, 40 кг яхăн аш парать.

Pages