Хăшне суйламалла?

10 Пуш, 2016

Малашне сыснасен икĕ ăратне - усăнчăк хăлхаллă Вьетнам сыснипе Венгри мангалицине – ытларах ĕрчетĕç. Иккĕшĕ те курăкпа апатланакан выльăх шутланать. Çак енпе кăна вĕсем пĕрешкел, ыттипе уйрăлса тăраççĕ. Анчах килти хушма хуçалăхра ĕрчетес тесен ăратсен çитменлĕхĕсене те пĕлмелле.

УСНЧĂК ХĂЛХАЛЛĂ сыснасем 6 сотăй лаптăка та лайăх вырнаçаççĕ: лăпкă, хăвăрт чупмаççĕ, шăршлă мар. Вĕсене пăхма çăмăл, мĕншĕн тесен "туалечĕ" яланах пĕр вырăнта. Çĕре ăçта май килнĕ - унта вараламаççĕ. Ай сарăм ?пур пулсан% типĕ тăрать, унта вĕсем сивĕрен пытанса хĕлĕпех çывăраççĕ, çулла хурт-кăпшанкăран хÿтĕленеççĕ.

Вьетнам сысни пысăк мар, кĕтÿре 50 килограма çитиччен çеç ÿсет. Ытлашши апатлани çу шайне кăна ÿстерет, тачка аш хушăнмасть. Анчах салли çемçе те тутлă. Сысна çурине самăртма туянни усă парас çук. Пĕр аçапа амаран çулталăкне 500-1000 кг какай илме пулать.

Пĕтĕмлетÿ: усăнчăк хăлхаллă Вьетнам сысни самăртма юрăхсăртарах, вăл пысăкланмасть тата çуллă. Анчах усрама вырăн çителĕксĕр чух унран пахи çук.

ВЕНГРИ МАНГАЛИЦИ кĕтÿре - 200, самăртнă чух 300 кг çитет. Çав тери ашлă. Кÿлепипе зубр евĕр, пичĕ хир сыснине аса илтерет, упа пек мĕкĕрет. Кăмăлĕпе - ачаш, çемçе, сасă хăпартсанах лăпланать. Кĕтÿç хыççăн çÿреме юратать. Айккине тарсан хăех каялла таврăнать.

Витене хупсан мангалица çухăрма тытăнать, тухса тарасшăн. Кун пек сысна çухалсан та тавралăха хăйĕн сассипе вăратать. Вьетнам сысни аташсан пĕр вырăнта çур кун шарламасăр тăма пултарать. Витере усрасан шавлă мангалица кÿршĕсене канăç памĕ. Çитменнине вĕсем, Вьетнам сыснипе танлаштарсан, тирпейсĕр. Анчах хăвăрт самăрăлни тата аш пахалăхĕ çак çитменлĕхе саплаштарать.

Венгри мангалицине йышлă кĕтÿпе усрама лайăх. Уйрăмах - курăклă уйра. Хулăн шăрчĕ ăна сивĕрен сыхлать, çулталăк тăршшĕпех çÿреме пултарать. Ку сыснана апат пĕçерсе çитермелле мар, шыв вырăнне юр çиет. Питĕ перекетлĕ. Килти хуçалăхра ăна усрама йывăртарах. Сарайĕнче е картишре хупса усрани хуçишĕн тăкаклă. Капла ăна симĕс курăк çулса çитермелле.

Пĕтĕлентерсе хутăш сысна тума пулать. Тĕслĕхрен, ашшĕ – мангалица, амăшĕ – Вьетнам сысни. Çурана амăшĕн кăмăлĕ куçать, витене вараламасть, ашĕ те нумайрах. Хулăн шăрт ÿте сивĕрен сыхлать. Кун пекки килте ĕрчетме /аш валли/ юрăхлă.

Пĕтĕмлетÿ: мангалица пысăк хуçалăхсемшĕн е кĕтÿпе çÿретме меллĕ.

Усăнчăк хăлхалли вара, пахчаçимĕç юлашкине те хăварманскер, кирек ăçта та вырăн тупать. Качака, ĕне, сурăх апата урипе таптаса çиет, Вьетнам сысни пĕр пĕрчĕ те хăвармасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.