выльăх-чĕрлĕх

29 Çу, 2017

Ĕне çилли çуркалансан

Ĕне сĕт лайăх антартăр тесен унăн çилли таса, сывă пулмалла. Сăвас умĕн çуса тасатнă, типĕтнĕ çилле массаж туни те аван. Ку юна хăвăртрах чупма, сĕте лайăх антарма пулăшать. Тĕппипех суса илни те çилле чире каясран сыхлать.

2 Пуш, 2017

Кролик ĕрчетер-ха

Кролик питĕ хăвăрт ÿсекен килти чĕрчун. Виçĕ уйăхран вăл виçĕ килограма яхăн туртакан пулать, пилĕк уйăхри 4 кг çитет. Ĕрчес ÿсĕме кроликсем 5 уйăх тĕлнех çитеççĕ, анчах специалистсем амасене çур çула çитмесĕр чуптарма сĕнмеççĕ. Аçасене вара çичĕ уйăха çитиччен уйăрмалла. Кун пек чухне кролик çурисем сывă пулаççĕ, амăшĕ те аптрамасть, çурисене тăрантарма сĕт çителĕклĕ пухăнать.

15 Нарăс, 2017

Ăратлă ĕнен усси пысăк

Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — лайăх пăхсан та ăратсăр ĕне çулталăкра 3 пин çеç килограмм сĕт парать. Çавнашкаллине виçесĕр нумай çитернин усси çук, апат ахаль пĕтерни тата продукцин хăйхаклăхне ÿстерсе яни кăна.

28 Юпа, 2016

Пĕчĕк ялăн пысăк савăнăçĕ

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ял тăрăхне кĕрекен Малиновка поселокĕнче «Заря» агрофирма» ОООн 200 пуçлăх çĕнĕ ĕне вити тата ĕне сумалли зал хута кайнă. Фермăна уçма республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Александр Яковлев, райадминистраци пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Ирçе Çармăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков, «Заря» агрофирма ертÿçи Рафис Айсын, ытти хăна, ял çыннисем хутшăннă.

7 Утă, 2016

«Извеç ура»

Тархасшăн, калăр-ха, "извеç ураллă" чăхсене мĕнле сиплемелле? Кĕçĕттерекен сăвăссене епле пĕтермелле?

Валентина ГОРШКОВА. Вăрнар районĕ.

Специалист сĕнĕвĕ: чăх-чĕпе, уйрăмах ÿссе çитĕннĕ чăхха тĕрлĕ йышши сăвăс тапăнать. Ытларах чухне вĕсем уран тĕксĕр вырăнĕсенче пулаççĕ, сайра-хутра тĕк çинче те. Сиенленнĕ вырăн кĕçĕтнĕрен чăх ăна тăтăшах сăхать, таккать. Çакна пула ÿт юнланса хытнă сийпе витĕнет, чĕрне çĕрме тытăнать. Чăх уксахлать, çăмарта тума пăрахать.

Кнемидокоптоз /ку чире çапла ят панă/ çуркунне тата çулла палăрать.

Pages