Ăрата кура – апачĕ
Выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕнче апат тата унăн пахалăхĕ пысăк вырăн йышăнать. Чылай ăсчах çакна сурăхсем, каярах вăкăрсем çинче тĕрĕсленĕ. Выльăха çамрăкран ÿсен-тăран апачĕ çитерсен унăн вар-хырăмĕ лайăхрах аталанать, çитĕнсен ку апата вăл çăмăллăн çиет.
Тепĕр ăсчах "красная тамбовская" тата "симментальская" ăратлă пăрусене утăпа пĕрлех белокпа пуян апат - сĕт, хăймине уйăрнă сĕт, концентрат - çителĕклĕ парса сăнанă. Çакă апата шăрантаракан органсене хăвăрт аталантарма, япаласен ылмашăвĕн ĕçне вăйлатма тата выльăха сĕтлĕх енчен ытларах йĕркеленме пулăшнă.
Çавна шута илсе сĕт е сĕтпе аш нумай паракан ăратлă ĕнесен пăрăвĕсене пĕчĕкренех апат нумай çитерме хăнăхтармалла. Сĕтлĕ пăрусене ашлисемпе танлаштарсан концентрат сахал памалла.
Ашлăх выльăх мускулсен тĕртĕмĕ вăйлă аталаннипе, çу нумай пухнипе уйрăлса тăрать, унăн япаласен ылмашăвĕ майĕпен ĕçлет. Çавăнпа мышцăсене хăвăрт ÿстерме тата çу пухăнма пăрусене протеинпа пуян апат - сĕт, концентрат - ытларах çитереççĕ.
Ăратлăха аталантарма пăрусене ятарлă схемăсемпе апатлаççĕ. Тĕрлĕ йышшине тĕпе хурса 200-300-шер кг таса сĕт ĕçтереççĕ. Фермăсенче ăна перекетлес тĕллевпе сĕте улăштаракан хутăшпа усă кураççĕ. Унра 20-25 процент паха протеин, 50-55 процент çăмăллăн шăранакан углевод, 4-6 процентран ытла мар клетчатка, 3-5 процент çу, 4-4,5 процент минерал тăварĕ, унсăр пуçне микроэлементсем, витаминсем пулсан аван.
Сĕте улăштаракан хутăша тĕрлĕ майпа хатĕрлеççĕ. Совет тапхăрĕнче çапларах рецепт сĕннĕ: хăймине уйăрнă типĕ сĕт - 80 процент, ÿсен-тăран саломасĕ - 15, фосфатит концентрачĕ - 5 процент.
Типĕ хутăша А, D витаминсем тата биомицин антибиотик хушаççĕ. Ĕçтерес умĕн ăна вĕретнĕ ăшă шывра ?38-40 градус% ирĕлтереççĕ ?1 пай хутăш çине 9 пай шыв%.