Пăрчăкана чăвашсем ĕçе юратакан кайăк пек хаклаççĕ. Ахальтен мар ĕçчен, çаврăнăçуллă хĕрарăма пăрчăканпа танлаштараççĕ. «Пăрчăкан хӳрипе пăр ватать» тени вĕсем пăр кайнă тĕле таврăннипе çыхăннă.
Чĕрчун тĕнчипе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене хÿтĕлекен тата вĕсемпе усă курассине йĕркелекен дирекци ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркĕн наукăн аслă сотрудникĕ Ринур Бекмансуров çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарпа Муркаш районĕсенч
«Шур акăш хальхи вăхăтра Чăваш Енре йăва çавăрмасть, ун урлă вĕçсе иртнĕ чух хÿтлĕхе апатланма çеç анса ларать» тесе палăртнă «Чăваш Республикин кайăкĕсем» кĕнекере /2013 ç./. Орнитологсене çĕнĕ хыпарпа савăнтаратăп: иртнĕ уйăхра çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан пĕр лаптăкĕнче /трофей пуçтаракан браконьерсенчен асăрханса карттă çине пÿрнепе тĕллесе кăтартас килмест/ пĕр мăшăра тата икĕ чĕппине асăрхарăм. Çăвăрсем пирĕн патра çитĕнни иккĕлентермест.