Çуркуннехи сунар сиен кÿрет

12 Пуш, 2014

Çут çанталăка хÿтĕлекенсем, тĕпчекенсем, сунарçăсен пысăк ушкăнĕ çуркунне шыв-шурпа хырлăх вĕçен кайăкне тытмашкăн чарма ыйтаççĕ.

Хальхи вăхăтра федерацин кашни регионĕнчех çак пуçарăва майлă çынсене алă пустараççĕ. Çуллен ака-çу уйăхĕсенче сунар тапхăрне уçнине мĕншĕн хирĕç-ха? Вăл сунар пуянлăхне те, ирĕкри кайăка та пысăк сăтăр кÿрет.

Орнитологсем Раççейĕн нумай регионĕнче унăн йышĕ пĕчĕкленнине, сăлтавĕ çуркуннехи сунар тапхăрĕ пулнине палăртаççĕ. Пулă вăлча сапнă, вăрман чĕр чунĕ çăвăрланă-пăруланă чух патшалăх вĕсене тытма чарать. Кайăк йăва çавăрнă, çăмарта тунă хушăра мĕншĕн «капкăна» лектерме ирĕк параççĕ?

Тăван тавралăх чĕрĕлнĕ уйăхсенче сунарçă объектне кĕрекеннине çеç мар, кĕменнине те пайтах пĕтереççĕ. Пăшаллă çын шыв-шур таврашĕнче йытăпа çÿресе хăратнă пирки йăвана, чĕпсене пăрахса урăх вырăна куçать. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртни те сиен тÿсет. Вĕсен пĕр ушкăнĕ хĕл каçакан çĕр-шывран мăшăрлансах таврăнать. Сунарçăсем шуйхатнăран тата тытнăран çемье саланать. Тепре мăшăрланса çăмарта каярах тăваççĕ, ăшă çĕре вĕçсе кайиччен чĕпсене çирĕплетсе ĕлкĕреймеççĕ. Ку та йыша пĕчĕклетет.

Сунарçăсем çуркунне карăкпа ăсан кĕтĕвĕсене хÿтерсе-салатса ĕрчеме чăрмантараççĕ. Хĕл каçнă вырăнтан Раççее чи çирĕп, ăнăçлă йăхлăх кайăк çеç вĕçсе çитет. Йăмшакки ăшă çĕрте е çул çинче вилет. Шел, çирĕппи, йыша пысăклатма хатĕрри, «серепене» çакланать. Çуркуннехи сунар тапхăрĕ пынă чух чылай регионти вăрмана вут хыпать. Пушар чĕр чуна кăна мар, хырлăх кайăкне те инкек кÿрет. Вăл тата шыв-шур кайăкĕ çуллен хухни çĕр-шыври сунар хуçалăхĕсем çут çанталăк пуянлăхĕпе перекетлĕ усă курманнине çирĕплетет. Вĕсен тавралăха пайта кÿмелле, тăкак кăтартмалла мар. Çуркуннехи сунар тапхăрне ирттерме чарнă патшалăхсенче кайăк лайăхрах ĕрчет.

Раççей ака-çу уйăхĕсенче шыв-шур, хырлăх кайăкне тытма ирĕк паракан темиçе çĕр-шыв хушшинче шутланнă май пирĕн патран Хĕвел анăç Европăна, Çывăх тата Вăтам Хĕвел тухăçне, Индостана, Кăнтăр-Хĕвел тухăç Азие хĕл каçма вĕçсе каякан кайăк-кĕшĕке сунар йĕркелесе сахалрах тытмашкăн çирĕп ыйтма пултараймасть. Мĕншĕн тесен ăна хамăр пайтах пĕтеретпĕр-çке. Пăлхарта, Турцире вара хĕллехи уйăхсенчи сунар тапхăрне те кĕскетнĕ. Вĕсенче кайăксене хÿтĕлесси çинчен ытларах шухăшлаççĕ.

Раççей сунарçисемшĕн, тен, Инçет Çурçĕрте пурăнаканнисемсĕр пуçне, çуркуннехи сунар - чун йăпатмăш çеç. Халĕ сĕтел çинче çăкăр çук тесе никам та пăшал çакса кайăк тытма каймасть. 1990 çулсенче сунарçăсем ĕçсĕр юлчĕç те пăши е хир сысни тытса çемьене ашпа тивĕçтерчĕç. Ун пек вăхăт тахçанах иртнĕ. Кашни сунарçăн ĕç вырăнĕ пур е пенси илеççĕ. «Кайăк ашĕ çемьене тăрантма кирлĕ», - текенсене ĕненместĕп. Алтай тата Красноярск крайĕсенче, Калмăк Республикинче, Аçтăрхан облаçĕнче çуркуннехи сунар тапхăрне е пачах ирттермеççĕ, е кĕскетеççĕ. Çÿлерех çырнине тĕпе хурса Раççейре /Инçет Çурçĕр регионĕсемсĕр пуçне/ шыв-шур тата хырлăх кайăкне тытма сунар уçмашкăн чарма ыйтатпăр.


Леонид ВОРОНОВ,

Раççей вĕçен кайăк-кĕшĕке хÿтĕлекенсен пĕрлĕхĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.