Комментари хушас

16 Авăн, 2014

Шур акăш чĕппи, ай, шыв ĕçет...

 Унăн пуласлăхĕ пулĕ-ши?

«Шур акăш хальхи вăхăтра Чăваш Енре йăва çавăрмасть, ун урлă вĕçсе иртнĕ чух хÿтлĕхе апатланма çеç анса ларать» тесе палăртнă «Чăваш Республикин кайăкĕсем» кĕнекере /2013 ç./. Орнитологсене çĕнĕ хыпарпа савăнтаратăп: иртнĕ уйăхра çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан пĕр лаптăкĕнче /трофей пуçтаракан браконьерсенчен асăрханса карттă çине пÿрнепе тĕллесе кăтартас килмест/ пĕр мăшăра тата икĕ чĕппине асăрхарăм. Çăвăрсем пирĕн патра çитĕнни иккĕлентермест.

Çапах та шур акăш чăваш хутлăхĕнче питĕ сайра тĕл пулать. М.Н.Богданов тĕпчевçĕ çырса /1871/ хăварнинчен вăл Вăта Атăлпа Кама тăрăхĕнче аван ĕрченине, Сăр тăрăхĕнчи айлăмра йăва çавăрнине пĕлетпĕр. М.Д.Рузский Хусан кĕпĕрнинче чĕп кăларнине, кăнтăртан çитсе йышлă иртнине асăннă /1893/. Шур акăш çулĕ Атăл, Кама, Сăр тăрăх тăсăлать. Хăш-пĕр ушкăнăн вăл пĕчĕк, вăтам юхан шывсемпе тÿр килет. Б.М.Житковпа С.А.Бутурлин 1909 çулта «çак кайăк 30-40 çул каялла Чĕмпĕр кĕпĕрнинче сăрă хур пекех йышлăн йăва çавăрнине» çырса хăварнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсем Сăрăн никам çÿремен улăхĕсенче çынсем курнине çеç илтнĕ. И.Б.Волчанецкий пĕр мăшăр Улатăр районĕнчи Алтышево ялĕ çывăхĕнчи Хура кÿлĕре çу каçнине /1919/ пĕлтернĕ.

1998-2012 çулсенче республика урлă иртекеннине ешĕллĕхре - 15, вăл шутра ака уйăхĕнче 7 хутчен курнă. А.Л.Лебеш Шупашкар ГЭСĕн хыçĕнче, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пулă тытма пуçтарăнакан вырăнта, 3 асăрханă /2002/. К.И.Арзамасцев Куславкка районĕнчи Курăчкин ялĕн таврашĕнче 15 шутланă /1999/. Çĕмĕрле районĕнчи Мăн Улхашпа /2000/ Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă ялĕсен /2010/, Çĕнĕ Шупашкар /2011/ хĕрринче, Çавал юхан шывĕн Шупашкар районĕнчи юппинче /2001/ 2-шерĕн шывра ишнĕ. Пăрачкав районĕнчи «Кире» пулă хуçалăхĕн пĕвинче /2008/ - 8-ăн, Куйбышев шыв управĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Водолеево ялĕ тĕлĕнче /2010/ 5-ĕн çунаттисене тасатнă.

Шур акăш тăршшĕ 145-160 см, çуначĕсене 218-245 см таран сарать, 5-14 кг таять. Хăй шурă, сăмси хăмăр. Ама 5-7 çăмарта тăвать. Чĕпсем унтан тухсанах амăш хыççăн чупкалаççĕ, хăмăшлăхри е улăх-çаранри тĕм çинчи йăвана хăвараççĕ. Апачĕ - симĕс курăк, çурăм шăммисĕр вĕт чĕр чун. Кăнтăрта, Европăн çеçен хирĕнче, Çĕпĕрте тĕл пулаççĕ. Хура тинĕсре, Каспипе Азов тинĕсĕсенче хĕл каçаççĕ. Шур акăша нумай регион Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.

И.А.Кощеев çулла Улатăр хулин тасату объекчĕн шĕвек каяш пухмалли хатĕрĕнче /2001/ - 1, Куславкка районĕнчи «Карамышевский» пулă хуçалăхĕн пĕвинче /2008/ - 2, Энĕш юхан шывĕ Куйбышев управĕпе юпленнĕ вырăнта 5 шута илнĕ. Апла тăк вĕсем çав вырăнсенче чĕп кăларма пултарнă.

Кĕркунне - 5 тĕл пулу: Шупашкар районĕнчи Шанарпуç ялĕн çумĕнче, Кăкшăм юхан шывĕн улăхĕнче /1998/, Атăл леш енчи Астраханка кÿллинче /2007/ - 1, Акăшăн пĕчĕк кÿллинче /2012/ - 9, Улатăр районĕнчи «Сăр» пулă хуçалăхĕн пĕвине Сăр юхан шывĕпе çыхăнтаракан сыпăкра - 1. Çакăн çинчен А.В.Григорьевпа А.А.Ширшов пĕлтерчĕç. Хăш-пĕрне хам курнă.

«Сăр» патĕнчи автомашинăпа 10 метра çывхарсан та вĕçсе хăпармарĕ. Уйăх çурăран Улатăр районĕнчи Аношкино кÿлли хĕрринче, малтанхи вырăнтан 500 метрта, шур акăш виллине асăрхарăмăр /2012/. Тен, вăл пирвай пулă хуçалăхĕ патĕнче тĕл пулниччĕ. Çав çулах «Сăрçи» заповедникăн сыхлав ункинчи Çĕнĕ Старица кÿлли хĕрринчи симĕслĕхре, кăнтăр акăшĕпе, сăрă хурпа пĕрле шур акăш пĕсехине курăкпа тултаратчĕ.

Вăл Чăваш Ен урлă çуркунне /акан 3-16-мĕшĕсенче/ - 30-100, кĕркунне /юпан 7-22-мĕшĕсенче/ 10-50 иртет. Пĕррехинче, 2002 çулхи пушăн 3-мĕшĕнче, куртăм.

Шур акăша ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Апла пулсан ăна çывăха пырса хăратма, тытма, вĕлерме юрамасть. Вăл Европăри çĕр-шывсенче те сахал. Çавăнпа хÿтĕлекен кайăксен йышĕнче. Раççейĕн Европа пайĕнче сайра тĕл пулакан, çĕр пичĕ çинчен çухаласси патне çитнĕ кайăк. Раççей, Китай, Инди, Япони вĕçен кайăк-кĕшĕке хÿтĕлесси пирки çирĕплетнĕ килĕшÿре шур акăш вĕçсе иртнĕ чух вăхăтлăха чарăнакан, чĕп кăларакан вырăнсене патшалăх енчен хÿтĕлеме тĕллев лартнă.

 

Геннадий ИСАКОВ,

биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.