«Пaрчaкан хӳри пaр ватать?"

Пăрчăкана чăвашсем ĕçе юратакан кайăк пек хаклаççĕ. Ахальтен мар ĕçчен, çав­рăнăçуллă хĕрарăма пăрчăканпа танлаштараççĕ. «Пăрчăкан хӳрипе пăр ватать» тени вĕсем пăр кайнă тĕле таврăннипе çыхăннă.

Пăрчăкан кĕркунне ăшă ен­не вĕçсе каять те ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех тăван тăрăхне таврăнать. Çак кайăк тĕрлĕ çĕрте — Европăра, Азире, Африкăра, Çурçĕр Америкăра тĕл пулать. Ăна паллама çăмăл. Хӳри вăрăм, хура, пуç тăррийĕ, çуначĕсем те хура, кĕлетки çутă сăрă тĕслĕ. Вăл çынсенчен ютшăнмасть, пахчара ĕçленĕ чухне юнашарах хӳрине вылятса унталла-кунталла чупкалать — хурт-кăпшанкă шырать.

Çуркунне юр кайса пĕтичченех вĕçсе килекенскерсем тăрăшсах йăва çавăрма тытăнаççĕ. Йăвине çĕр çине, çыран хĕрисенчи йывăç-тĕм тымарĕсен хушшине, йывăç хăвăлĕсене тăвать. Йăвана ăçта тунинчен ăна еплерех хăтлăлатасси килет. Кирек ăçта пулсан та «çурта» çирĕп, чĕп кăларма юрăхлă тăвать. Шала çăм, мамăк сарать.

Ака уйăхĕн вĕçнелле çăмарта тума пуçлаççĕ, 4-6 çăмарта тусан ама пусма ларать, 12-13 кунран чĕпĕсем тухаççĕ, икĕ эрнерен аталанса йăваран вĕçсе тухаççĕ, тепĕр икĕ эрнерен йăлтах хăйсем тĕллĕн тăранса пурăнма пуçлаççĕ.

Хăш-пĕр мăшăрсем çу каçипе икĕ хутчен чĕпĕ кăлараççĕ. Çулла вĕçленсе пынă майăн иккĕмĕш тапхăрпа тухнă чĕпĕсем, пит капăрлансах çитеймен сăрăскерсем, нумайланаççĕ. Кăнтăра вĕçсе кайма ушкăнпа пуçтарăнаççĕ, каçсерен те йăвана таврăнмаççĕ, хăмăшлăх, чăтлăхсене пуçтарăнса çĕр каçаççĕ. Час-часах вĕсем шăнкăрч, чĕкеç ушкăнĕсемпе хутшăнаççĕ.

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче ăшă еннелле вĕçсе каяççĕ.

Леонид СЕМАГО орнитолог, писатель-натуралистăн "Кайăксем" кĕнеки тăрăх.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.