Хыр тăррине хăпарса шутланă

3 Çĕртме, 2016

Чĕрчун тĕнчипе çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсене хÿтĕлекен тата вĕсемпе усă курассине йĕркелекен дирекци ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Геннадий Исаков тата Тутарстанри «Анат Кама» наци паркĕн наукăн аслă сотрудникĕ Ринур Бекмансуров çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарпа Муркаш районĕсенчи вăрманта пулнă.

Шурă хÿреллĕ тинĕс ăмăрткайăкĕн йăвисемпе чĕпписене шутланă. Пурĕ 3 йăва, 6 чĕп шута илнĕ.

— Ринур çÿллĕ хыр тăрăх вĕренпе хăпарма темиçе çул каяллах вĕреннĕ, — пĕлтерчĕ биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г.Исаков. — Çавăнпа йăвасем патне çитме йывăр пулмарĕ. Ку ăсталăха мана та вĕрентрĕ. Эпĕ те улăхрăм.

Иккĕшĕ пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче виçĕ йăвари 3, 2 тата 1 чĕп ашшĕ-амăшĕ пулăпа тăрантарасса кĕтнине палăртнă. Пурне те ура тунинчен «тăмхаланă». Кайăк çумне çирĕплетнĕ хатĕр спутник урлă çыхăнма, кукăр сăмса ăçта çул тытнине уçăмлатма май парать. Чăваш Енри хурчкасен çемйинчи çак кайăксене кăçал виççĕмĕш хут, 2013 çулта виçĕ йăвари 3 чĕппе «тăмхаланă».

Вăл республикăра сайра тĕл пулать. Пуç тÿпинчен пуçласа хÿри вĕçне çитиччен 70-90 сантиметр, вĕçнĕ чухне çунаттисене 2-2,3 метр сарать. Хÿри шурă, кĕске, хăй 4-7 килограмм таять. Пилĕк çултан çеç çитĕнсе çитет. Ăна Раççей тата республикăн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ. Сунар мелĕпе усă курса тытма юрамасть.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Г.ИСАКОВ сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.