Вăкăра та итлеттернĕ, «хурçă ута» та çăварлăхланă
Петр Иванович кăçал çулла 79 тултарать. Ĕмĕрĕпех колхозра тракторпа ĕçлесе пенсие тухнă. Хисеп хучĕсем, медальсем темĕн чухлех унăн. Ĕç стажĕ - 59 çул. Трактор çинчен анса курман.
- Маттур вăл пирĕн, анчах юлашки вăхăтра сывлăхĕ пăшăрхантарать-ха, - çапла паллаштарчĕ мана Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Петр Широкинпа унăн ывăлĕ Алексей.
- Петр Иванович, вăрçă çулĕсенче Эсир питĕ пĕчĕк пулнă та астăватăр-и çав вăхăта?