вăрçă ачисем

23 Пуш, 2020

Олег Николаев Патшалăх Думин депутачĕ пулнă вăхăтрах вăрçă ачисен статусне палăртасшăн пулнă

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлăвăн кун йĕркинче пăхман темăпа та калаçу пулчĕ. Олег Алексеевич хăйĕнчен «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетме ыйтакан нумаййи çинчен каласа ку ыйтăва татса памалли пирки сăмах пуçарчĕ.

19 Нарăс, 2020

Ашшĕсĕр çитĕннĕ

Яков Поликарпович Поликарпов Октябрьски районне халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ кĕрекен Хуракасси ялĕнче 1911 çулта çуралнă. Ÿссе çитсен Этнескер ялĕнчи Анастасия Тихоновнăпа мăшăрланса çемье çавăрнă. Туслă çемьере 4 ача кун çути курнă. Поликарповсем «Социализм» колхозра ырми-канми ĕçленĕ.

18 Раштав, 2019

«Атте» тесе чĕнеймерĕм...

Эпĕ 1941 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тапхăрта çуралнă. Халĕ 80 çула çывхаратăп. Вăрçă çулĕсенче, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă. Пÿрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ. Пахчара кăшкар утине, мăяна, ытти курăка татса çиеттĕмĕр. Вăл пушанса юлсан кукаçи-кукамай патне каяттăмăр. Вĕсен ачисем фронтра çапăçнă май пахчи сип-симĕс пулнă.

11 Раштав, 2019

Çăкăр та, тумтир те çукчĕ

Элĕк районĕн тĕп больницинче тухтăр патне кĕме черетре ларатпăр. Тĕрлĕ хыпар-хăнар сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех вăрçă ачисен кун-çулне те тишкертĕмĕр.
«Çитес çул Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитет. Вăрçă ачисене тыл ĕçченĕсемпе танлаштарас тĕлĕшпе мĕнле те пулсан йышăну тăвĕç-ши?» — ыйтрĕ пĕр ватă. Ыттисем те вăрçă çулĕсенче тÿснĕ йывăрлăха патшалăхăн шута илмелли çинчен каларĕç. Тĕрĕссипе, ку ыйтăва тахçанах хускатнă. Анчах пĕр сăлтав — укçа çук. Вăрçă ачисем вара тÿсĕмлĕ, çаплипех кĕтеççĕ.

28 Пуш, 2018

Хĕнпе туптаннă кун-çул

«Сывлăха пĕтĕмпех тискер вăрçă пĕтерчĕ, — тет Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнче пурăнакан Нина Орлова. — Çамрăк чух шăнни пĕтĕмпех халĕ аптăратать. Атте вăрçа кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Эпĕ унăн сăнне те астумастăп. Пире, виçĕ ачана, анне мĕнле ура çине тăратнă-ши? Çăкăр тутине те пĕлмен, курăк яшкипе ÿснĕ. Юрать, пахчара çĕр улми пулнă. Крахмал икерчи пĕçерсен савăнсах çиеттĕмĕр. Çĕр улми хуппине те пăрахман, кăмакара типĕтнĕ.

Pages