вăрçă ачисем

21 Кăрлач, 2017

Пирĕн тăван пекки ялта çук

 Сайра çын пурнăçра хăйне пур енчен те сапăр, ыттисене килĕшмелле тытать. Унашкаллисене хăйсене те юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çавăн пек сайра çынсенчен пĕри – манăн мăнакка, Тутарстанри Нурлат районне кĕрекен Якуркел ялĕнче пурăнакан Елизавета Пичушкина /хĕр чухнехи хушамачĕ Ермилова/.

11 Çурла, 2016

Вĕренме пăрахса чăх-чĕп пăхнă

Ефросиния Егорова 82 çулта. Çак ÿсĕме çывхарнисем, аслăраххисем хури-шуррине пайтах курнă. Евруç аппан пурнăçĕ пыл та çу пулайман. Муркаш районĕнчи Орининра çуралса ÿснĕскер çемье çавăрсан та тĕп килтех юлнă. Тăлăх çитĕннĕ вăл. Шел те, качча тухсан та тăлăха юлнă.

Кил хуçи колхоз правленийĕн бухгалтерĕнче ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕпе амăшĕ те колхозрах пилĕк авнă. Халăхран уйрăм пулман ку çемье, ыттисемпе тан ĕçленĕ. Фашист пирĕн çĕре тапăнса вăрçă пуçлани пин-пин çемье пурнăçне улăштарнă, аркатнă. 1942 çулта Евруçăн ашшĕне Иван Соловьева çара илнĕ.

28 Утă, 2016

“Аттене çăкăрсăр кĕтсе илтĕмĕр"

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче юхнă этем куççулĕ тинĕсе те çаврăннă пулĕччĕ... Халĕ те вăл типеймĕччĕ. Акă Элĕк районĕнчи Питĕшкассинчи Раиса Николаевăн иртнĕ вăхăта аса илсе калаçнă май тăршшĕпех куçĕ типмерĕ. "Вăрçă нушине никам та ан куртăр çеç", — çак сăмахсене темиçе хутчен те каларĕ 83-ри ватă.

18 Нарăс, 2016

Суйлава кайманшăн амăшне тĕрмене хупнă

Шăпа... Пĕрисене ĕмĕр тăрш­шĕпех сăпкари пек сиктерет вăл, теприсене çил-тăвăл йывăçа лăсканă евĕр туллать. «Турă çырнинчен иртеймĕн», - тесе лăплантарать этем хăйне кун пек чухне.

12 Раштав, 2015

«Аттен хуткупăсне çур пăт тулăлла сутма тиврĕ»

«Вутра çуннă ачалăх». Çапла ятпа иртрĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ирçе ялĕнчи культура çуртĕнче вăрçă ачисемпе йĕркеленĕ тĕлпулу. Курăк пашалăвĕ, çĕрулми крахмалĕ çисе ÿснĕскерсен, ашшĕсене фронта ăсатнăскерсен пĕр-пĕрне çыхăнтараканни темĕн чухлех. Аса илмелли те пайтах.

Pages