«Аттен хуткупăсне çур пăт тулăлла сутма тиврĕ»
«Вутра çуннă ачалăх». Çапла ятпа иртрĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ирçе ялĕнчи культура çуртĕнче вăрçă ачисемпе йĕркеленĕ тĕлпулу. Курăк пашалăвĕ, çĕрулми крахмалĕ çисе ÿснĕскерсен, ашшĕсене фронта ăсатнăскерсен пĕр-пĕрне çыхăнтараканни темĕн чухлех. Аса илмелли те пайтах. Пĕр-пĕрне курса калаçни, сывлăхĕсемпе кăсăкланни те пурăнма хăйне евĕр вăй-хал хушать-тĕр.
Вăрçă ачисене пурне те пĕр инкек пĕрлештернĕ, анчах пурин те шăпи расна. Рикс Петровпа унăн виçĕ пĕртăванне кукамăшĕ пăхса ÿстернĕ. Ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнине пĕлнĕ хыççăн амăшне шалкăм çапнă. Вырăн çинчен тăраймасăр, вăхăт-вăхăт тăнсăр пулса выртнă вăл. Кукамăшĕ хĕрне чăх тĕкĕ çунтарса унăн тĕтĕмне шăшлаттарса тăна кĕртнĕ. Рикс Савиновичăн мĕн ачаран ĕçлеме тивнĕ. Аппăшĕ пĕчĕк пăрусем пăхнă, кĕтĕве тухасси вара ăна тивĕçнĕ. Çамрăк выльăх шăна-пăван тапăннипе ниçта кайса кĕрейменрен унталла-кунталла чупнă. Вĕсем хыççăн макăра-макăра - арçын ача та.
Выçлăхран килте качака пурри çеç çăлса хăварнă. Паллах, ĕçлеме ÿркенменни те пурăнма пилленĕ. Йыснăшĕ пулăшнипе ялти тимĕрçĕ лаççинче лаша урапи ăсталанă вĕсем. Манька ятлă лашапа 6-мĕш класрах тислĕк турттарма тытăннă Рикс Петров.
Алима Запольская шĕшкĕ кăчкине авăртса пĕçернĕ симĕс пашалу тутине халĕ те астăвать. Кăшкар утинчен пĕçерни вара саркăмрах пулнă. Крахмал пуçтарни те Алима Абрамовна куçĕ умĕнчен каймасть. Ана çинчи пылчăка кĕрсе ларни, Пăрăшни çырминче суха тăвакансем ăна хăма пăрахса кăларни те асĕнчех.
Нина Кириллова ачалăхĕ те вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ашшĕ вăрçа кайнине вăл лайăх астумасть те. Ялти ытти арçынсемпе пĕрлех «Ки-как хуркайăк» юрăпа сывпуллашнă тăванĕ. Алăк хыçне пытанса тăнă хĕрача ашшĕн сăнне те курса юлайман.
Илемлĕ кĕвĕ астарать
- Вăрçă пуçланнă кунсенчех лав хыççăн лав салтак юрри юрласа иртетчĕ. Арçынсем шурă тутăрĕсемпе сулланă май ăсатаканĕсем кăшкăрса макăратчĕç. Нагорное ялĕнче çуралса ÿснĕ эпĕ. Вăл çÿллĕрех вырăнта вырнаçнă. Кÿршĕ ялсем те курăнатчĕç. Унтан та лашасемпе салтаксем каятчĕç. Тĕнче пĕтсе килнĕн туйăннăччĕ мана, - аса илет Роналия Трофимова.
Вăрçă пуçлансан вĕсен ашшĕ те амăшне 7 ачипе пĕччен хăварса çапăçу хирне тухса кайнă. Мускава хÿтĕленĕ çĕрте те, Украина фронтĕнче те пулнă вăл. 1944 çулта контузи пулнăран килне таврăннă. Кайран çемьере 8-мĕш ача та кун çути курнă.
Хаяр вăрçă пуçланнă чухне 5-мĕш класра вĕреннĕ Роналия Александровна. Çемьери иккĕмĕш ача пулнă вăл, çавăнпах пĕтĕм йывăрлăхĕ ун çине тиеннĕ. Çĕрулми крахмалне те, шĕшкĕ кăчкине те, çăка хунавне те сахал мар пуçтарнă. Ытти çемьери пекех вĕсен те çимелли пулман. Виçĕ тĕк тÿшеке çĕрулмипе улăштарма, ашшĕн хуткупăсне те çур пăт тулăлла сутма тивнĕ. Унран кĕрпе туса апата кăштах çăратнă.
- 7-8 çулти ачасем те мăн çынсемпе танах вăй хуратчĕç. Ĕçе тухакансене - пĕр курка, ачасене çур курка апат паратчĕç. 60-85 çулти кинемейсем те çум çумлама тухатчĕç, - иртнĕ кунсене куççульленмесĕр аса илеймест ăш пиллĕ хĕрарăм.
7 класс пĕтерсен Етĕрнери учительсем хатĕрлекен училищĕне кайнă вăл. 4 класс пĕтернĕ амăшĕ темле пулсан та кашни тĕпренчĕкнех пĕлÿ пама ăнтăлнă. Çапла ашшĕ-амăшĕ 7 ачине те вĕрентсе кăларнă. Шел, пĕри 7 çула çитсенех вилнĕ.
- Вĕреннĕ çĕрте те çăмăл марччĕ. Апат-çимĕç çитместчĕ, çăкăр та 200 грамм çеç паратчĕç, черете ирхине 4 сехетрех кайса тăраттăмăр. Ăна та килтисем валли илсе кайма тăрăшаттăм, - тет Роналия Трофимова.
Виçĕ çултан направленипе Муркаш районĕнчи Хачăк Салине янă ăна. Часах Вăтам Ирçери вăтам шкула куçарнă. Çапла вăл 42 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ.
- Авăн уйăхĕ. Авăн çапатчĕç. Ялĕ питĕ хитре пек туйăнчĕ - сип-симĕсчĕ. Ун чухне урапа çулĕ анчахчĕ, çавăнпах йĕри-тавра таса курăкчĕ. Тавралăхпа киленсе утса килтĕм, - 1947 çулхи авăн уйăхне куç умне кăларать ĕç ветеранĕ.
1951 çулта Тури Ирçе каччипе Арсентий Арсентьевичпа çемье çавăраççĕ вĕсем. Икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстереççĕ. Шел, 1987 çулта кил хуçи чире пула вилет.
Ăçта кăна ĕçлемен пуль вăл? Бригадирта та, шоферта та, колхоз председателĕнче те тăрăшнă. Çамрăк чухне вара киномеханик пулнă.
- Хваттерте пурăнаттăм. Кил хуçи хĕрне Лизăна «кинона пырăр» тетчĕ тет. Каяттăмăр та кĕрейместĕмĕр те. Пĕррехинче хăнана пычĕ, Елизавета патне те хăтана пынă пуль вăл, лешĕ килĕшмен. Калемпе хут ыйтрĕ. Калемне патăм-ха, хут - çук. Ун чухне сĕтел çитти пулманран обой сараттăмăр. Çавăн кĕтессине чăр! кăна çурса илчĕ те темĕн çырса мана тыттарчĕ. «Мана качча тухатăн-и?» - тенĕччĕ унта. Эпĕ нимĕн те шарламарăм. Вăл чĕнмесĕр тухса кайрĕ. Купăс калатчĕ тата вăл. Илемлĕ кĕвĕ астарать вĕт. Кайран ашшĕпе иккĕшĕ пычĕç хăтана. Килĕшрĕм. Тен, каймастăм та пулĕ. Ара, пирĕн 5 хĕр-çке. Нихăшĕ те качча кайманччĕ. Аннесен пепкисене ватă хĕр ятне илттерес килмест-çке, пурне те вырнаçтармалла. Эпĕ те 24 çула çитнĕччĕ. Анне ялан «илекен пулсан - каймалла» тетчĕ.
Эпĕ хирĕçме пĕлместĕп. Ку таранччен çынпа та ятлаçса курман. Ачасене те килте вăрçса ÿстермен. Тен, çавăнпах лăпкă çитĕнчĕç пуль, - сăпайлăн калаçать канлĕ ватлăхри вĕрентекен.
Пĕчченех пурăнать халĕ хĕрарăм. Ачисем кашни хăйĕн çемйипе тĕрлĕ хулара-ялта тĕпленнĕ.
- Хамах пĕçеретĕп, хамах çăватăп-тасататăп. Пахчара та ĕçлетĕп. Хăнăхнă та пĕччен те ним йывăрри те çук. Кĕнеке вулас килсен - вулатăп, çывăрас тесен - выртса канатăп. Хампа хам хуçа, - тет Роналия Александровна шÿтлесе те чăнласа.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.