Вăрçă ачисем хисепе тивĕç
Вăрçă ачисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата статусне çирĕплетес пирки çырнине РФ Патшалăх Думинчен Шупашкара - ЧР Патшалăх Канашне тавăрса панă. Чĕрере çуралнă шанчăк çавна май ерипен сÿнме пуçларĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче çут тĕнчене килнисем ку ыйтăва пĕрре кăна мар çĕкленĕ, малашне те хускатĕç паллах.
2012 çулта эпĕ чун ыратăвĕпе çырнă "Тан марлăх" статья "Хыпар" хаçатра 2012 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче кун çути курчĕ. Унта çав йывăр тапхăрта фронтра çапăçакансемпе тылра ĕçлекенсем Çĕнтерĕве пĕрле туптани тата çамрăксен йывăр шăпи çинчен çырнăччĕ. Чăнах та тылра тăрăшакансен кулленхи пурнăçĕ салтаксенни пекех тертлĕ те инкек-синкеклĕ пулнă: тăхăнма тумтир, çиме апат çитмен. Апла пулин те ашшĕсĕр юлнă çул çитмен çамрăксем çапăçу хирĕнчисене тумлантарма, тăрантарма тата хĕç-пăшалпа тивĕçтерсе тăма ваттисемпе танах хутшăннă. Тыл çирĕп пулмасан тăшмана çĕнтерме çуккине пурте лайăх ăнланнă.
Вĕсем ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ÿсмерĕç, çамрăклăх мĕнне пĕлмерĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне уралантарнă чухне ырми-канми ĕçленĕ пулсан та хальхи пенсийĕсем пĕчĕк, "Ĕç ветеранĕ" ята хăшĕ-пĕри тивĕçеймерĕ, çавăнпа патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă кураймасть.
Вăрçă ачисем çинчен республика тулашĕнчи хаçат-журналта та тăтăшах сăмах хускатаççĕ. Анчах çав кăларăмсене влаçра ларакансем вуласах каймаççĕ пулас, паянхи куна та тивĕçлĕ хурав паракан çук.
Шухăшăма çирĕплетес тĕллевпе "Хыпар" хаçатра 2013 çулта пичетленнĕ тĕрлĕ ÿсĕмри авторсен статйисене илсе кăтартас тетĕп.
"Аттесемпе пиччесем, куккасем вăрçăран таврăнманни этем шутĕнчен кăларчĕ. Пире çаплах "вăрçă самани" таптать. Акă мĕнле обществăра пурăнатпăр эпир, вăрçă хирĕнче пуç хунисен ачисем", - чун ыратăвне пĕлтернĕ Коасноармейски районĕнчи К.Шачкин /"Пире çаплах вăрçă самани таптать", "Хыпар", 2012 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ/.
"Вăрçă ачисем ялта та, хулара та нумаях юлман ахăр. Вĕсене пулăшмашкăн патшалăхăмăр май тупаймасть-шим вара? Çакă пире кăна мар, телейлĕ ачалăхăмăра ылханлă ахăр самана туртса илнипе тертлĕ-нушаллă пурнăçра çитĕннĕ çĕр-çĕр тăлăха канăçсăрлантарать", - çырнă Канаш районĕнчи Н.Денисова /"Эпир - вăрçă ачисем", "Хыпар", 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ/.
"Эпир чăннипех те нумаййăн мар. Хăшĕ-пĕри вăрçăра çапăçнă упăшкишĕн хваттер, машина илчĕ. Вăрçа кайнă каччăсене палламан та вĕсем, ăсатса яман, кĕтсе илмен. Фронтран ырă-сывă таврăннă йĕкĕтсемпе пĕрлешсе ача-пăча çуратнă. Халĕ вара салтак арăмĕ шутланаççĕ, çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Питĕ пысăк тĕрĕс марлăх çакă", - пĕлтернĕ Вăрнар районĕнчи И.Егоров /"Атте çупăрланине ас тумастăп", "Хыпар", 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ/.
"Киле ырă-сывă таврăннисем çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсен ачисем телейлĕ. Çав салтаксене чыс та мухтав. Вĕсем пире тăшманран çăлнă тетпĕр. Аттесем вăрçа выляма кайнă-шим? Вĕсене нимĕнле хисеп те, пире нимĕнле хÿтлĕх те çук. Никама та кирлĕ мар çынсем шутланатпăр. Пире, вăрçă ачисене, çăмăллăх пулать-ши, çапăçу хирĕнче выртса юлнă аттесем нивушлĕ ниме те тивĕç мар-ши?" - çырнă Муркаш райончи А.Галкина /"Вăрçă ачисем, пĕрлешĕр", "Хыпар", 2012 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕ/.
"Тăватă çула яхăн тăсăлнă вăрçă кÿнĕ суран халĕ те канăç памасть. Пирĕн, ашшĕсене вăрçă пуçламăшĕнчех çухатнă çынсен, хашлатса сывламалли çеç юлать. Тен, пурăна-киле çĕр-шыв ертÿлĕхĕ вăрçă ачисене те аса илĕ. Çав вăхăт çитиччен пурăнасчĕ-ха, чун-чĕрене иленекен шанчăк хĕлхемне сÿнтерес марччĕ", - палăртнă Йĕпреç районĕнчи Л.Никитина /"Шанчăк хĕлхемне сÿнтерес марччĕ", "Хыпар", 2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ/.
Кашни çырура - чун ыратăвĕ, тан марлăха сивлени.
Çĕнтерĕве туптама хăйсен тÿпине хывнă кашни çын мухтава тивĕç - сывă юлнисем те, çапăçу хирĕнче пуç хунисем те, тылра ĕçленисем те. Хальлĕхе Раççейĕн 16 субъекчĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн вăрçă ачисем тĕлĕшпе çăмăллăх палăртнă. Кашнийĕн - хăйне май, тĕрлĕрен эппин. Статусĕ енĕпе те пĕр шухăшлăх çук.
Вăрçă ачисен шутне 1929 çултан пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕччен çуралнă, тăлăх ÿснĕ çамрăксене кĕртмелле. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче тĕпленсе пурăннине те шута илмелле пуль. Çак йыша кĕрекенсен 10-15 проценчĕ çут тĕнчерен уйрăлнă, 30-40 проценчĕн ашшĕсем тĕрлĕ сăлтава пула вăрçа кайман е фронтран тĕрĕс-тĕкел таврăннă, 30-35 проценчĕ "Ĕç ветеранĕ" ята илнĕ. Çапла вара вăрçă ачисен 10 проценчĕ кăна паянхи кун çăмăллăхпа усă курмасть. Манăн шухăшăмпа - çавсене "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят пани вĕсен ĕçне патшалăх енчен пысăка хурса хаклани пулĕччĕ.
Пирĕн хутлăхра "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята 40 /хĕрарăмсене/ тата 45 çул /арçынсене/ стаж пухнисене патшалăх наградисене пăхмасăр пама май тупнă. 35-40 çул ырми-канми ĕçленисен кăмăлĕсене тивĕçтерме май пурри çинчен те калаçаççĕ. Манăн шухăшăмпа - "Ĕç ветеранĕ" ята çапла майпа парса ăна сумсăра кăлармалла мар. Нумай çул ĕнтĕ çак хисеппе ырми-канми ĕçлесе, общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартса патшалăх наградисене илме тивĕç пулнă çынсене кăна чыслаççĕ. Халĕ вăрçă вăхăчĕ мар, вăй хума та, ĕçлесе илме те май пур - пуçарулăх, тăрăшулăхпа хастарлăх кăна кирлĕ. Çавăнпа 35-40 çул стаж пухнă çынсене çăмăллăхпа тивĕçтерме каяс нухрата вăрçă ачисене "Ĕç ветеранĕ" ят парса вĕсене уйăхсерен тÿлесе тăма ямалла.
Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле çак хисеплĕ ята тивĕçлĕ вăрçă ачисен статусне çирĕплетмелле, вĕсене вăрçă ветеранĕсемп танлаштармалла. Урăхла каласан, патшалăхăн хăй хÿттине илмелле.
Вĕсем хальхи вăхăтра пурте тивĕçлĕ канура. Йышĕ вара çулленех сахалланса пырать - йывăр тапхăрта выçăллă-тутăллă пурăнни, сывлăх хавшани ахаль иртмест. Апла пулин те чылайăшĕ чунпа çирĕп, çемье тĕреклĕхне тытса пынипе пĕрлех çамрăксене патриот воспитанийĕ памашкăн пуçаруллă хутшăнаççĕ.
Илья ЛЕВЫЙ,
ЧАССР культурăн
тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ,
ялти ĕç тата вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ.
Елчĕк районĕ
Комментари хушас