Комментари хушас

5 Пуш, 2015

Вăрçа лекнĕ шкул çулĕсем

Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕн Çĕн Атикасси ялĕ... Çирĕммĕш ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсене епле тÿссе ирттернĕ-ши вăл? Кун çинчен кам каласа параять?

Пирĕн Тĕп урамра пĕр ватă хĕрарăм пурăнать - Нина Ивановна Самсонова. Вăл 1929 çулхи январĕн çиччĕмĕшĕнче çак ялтах çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вуниккĕри хĕрача Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Çав хаяр çулсене мĕнле астăвать-ши вăл? Пире мĕн каласа параять?

- Паллах, вăрçă пуçланни çинчен илтнĕ куна манма çук. Эпир ачаччĕ. Çав кун ытти чухнехи пекех колхозра ĕçлеттĕмĕр, çум çумлаттăмăр. Ĕçрен таврăнсан пире Совет Союзне фашистсем тапăнни çинчен пĕлтерчĕç. Пурте макăратчĕç, çав шутрах эпĕ те, нимĕн ăнланмасăрах.

- Сирĕн тăвансене çара илсе кайнă-и?

- Çук. Пирĕн çемье пысăкчĕ: атте, анне, Елена, Гаврил, Люба, Соня тата эпĕ. Атте, Иван Семенович, граждан вăрçине хутшăннă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă вăхăта вăл утмăл урлă каçнăччĕ, çавăнпа ăна çара тек чĕнмерĕç. Шăллăм Гаврил ытла çамрăкчĕ-ха. Кайран вунçиччĕ тултарсан ăна çара илсе кайрĕç, анчах фашистсемпе мар, яппунсемпе çапăçма. Чĕрĕ таврăнчĕ, пирĕн ялтан унпа пĕрле çапăçăва хутшăннă икĕ салтак вара вилĕмрен çăлăнайман.

- Çынсем мĕнле пурăннă?

- Питĕ йывăрччĕ. Выçлăх тата сивĕ. Çакă йăлтах хамăрпа пулса иртнине халĕ ĕненес те килмест. Мĕнле чĕрĕ юлнине пĕр Турă кăна пĕлет ĕнтĕ. Пирĕн, ачасен, пĕрмаях çиес килетчĕ. Шкулта яшка çитернине астăватăп. Мĕн яшки ĕнтĕ вăл? Шыв, тĕрлĕрен курăк - вĕлтĕрен, пултăран, мăян тата кăштах çăнăх. Тутине паянхи кун та астăватăп. Вăрçă çулĕсенчи çав яшкаран тутлăраххи нимĕн те çук пек туйăнчĕ. Мĕн те пулин çимелли тупăнĕ-ши тесе тăхтавра киле кайнине астăватăп. Кив Атикасси хĕрачи те ман хыççăн пынăччĕ, унăн та хырăмĕ выçнă. Пирĕн киле çитрĕмĕр, анчах нимĕн те çук. Выçăскерсем каялла шкула чупрăмăр. Мĕн тăвăн? Çăвара пĕр пĕрчĕ яман пулин та вĕренмеллех. Тетрадь те, чернил та, кĕнеке те çукчĕ. Çапах вĕренеттĕмĕр, тăрăшаттăмăр. Вăрçăччен класра 24-25 ачаччĕ, çав хаяр çулсенче вара выçлăха пула 5-6 вĕренекен вилчĕ.

- Çынсем выçăпа вилнине эсир хăвăр куçпа курнă-и?

- Курнă. Вĕрсе хăпартнă пек хырăмлă хĕрарăмсемпе ачасем, кăвакарнăскерсем, аран сывлаканскерсем, пушă та вилĕ куçлăскерсем. Вилесем... Хресчен пÿрчĕсенчи вилесем. Пирĕн кÿршĕ, Дарья Потрикеева, выçлăха пула пурнăçран уйрăлчĕ. Икĕ ывăлĕ, Егорпа Сергей, тăлăха юлчĕç, анчах пурпĕрех йывăр пурнăçа парăнмарĕç. Вăрçă хирĕнче фашистпа çапăçнă, ялти кашни килте вара - выçлăхпа тата си- вĕпе. Вут-шанкă пуçтарма çунашка туртса Кĕрлев ялĕ çывăхĕнчи вăрмана çÿреттĕмĕр. Вăрманçă хушаматне халь те лайăх астăватăп. Вăл мана çын пек мар, тискер чĕрчун пек туйăнатчĕ.

- Мĕншĕн?

- Вут-шанкă пуçтарма ватă çынсемпе ачасем çÿретчĕç. Вĕсем чĕрĕ йывăçсене касатчĕç-им? Çук! Хăрăк турат çеç пуçтаратчĕç. Çав вăрманçă куçĕ тĕлне пул кăна - вут-шанка туртса илетчĕ, çунашкана çĕмĕретчĕ, ятлатчĕ. Вăрмантан сивĕ çуртсене нимсĕр-мĕнсĕрех таврăнма тиветчĕ. Сивве пула класра ларма питĕ хĕнччĕ. Пĕррехинче шартламана чăтаймасăр шкултан тухса тарма шут тытрăмăр. Хатĕрлентĕмĕр çеç, пире Ольга Филимоновна вĕрентекен асăрхарĕ те: «Ну, ăçта каятăр-ха эсир, класа хăвăрт!» - терĕ. Пурте класа таврăнтăмăр. Эпир вĕрентекенсене питĕ хисеплеттĕмĕр, хаклаттăмăр.

- Вăрçă вăхăтĕнче уявсем пулатчĕç-и?

- Çапла. Çĕнĕ çул та, мартăн 8-мĕшĕ те, майăн 1-мĕшĕ те, ноябрĕн 7-мĕшĕ те. Ун чухне пирĕн ялта клуб çукчĕ, çавăнпа пĕтĕм уява шкулта ирттереттĕмĕр. Вăрçă пынине пăхмасăрах çынсем нумаййăн пуçтарăнатчĕç. Кашни килте сахалтан та пилĕк-ултă çын пурăнатчĕ. Халăх ниме пăхмасăрах савăнма пĕлетчĕ. Никама та инкекре хăварман, туслăх ялан хуçаланнă.

- Ăçта ĕçлеттĕр вара?

- Ăçта? Колхозра. Пирĕн ферма нумайччĕ: сурăхсен те, сыснасен те, ĕнесен те, чăхсен те. Тата, паллах, лаша вити те пурччĕ. Анчах лашисем ватă тата ырханччĕ. Лайăххисене вăрçа илсе кайнă.

- Ака-сухара епле вара?

- Çуркунне енне выльăх апачĕ пĕтсе çитет, шăпах çавăн чухне хире тухмалла: сухаламалла, сÿрелемелле тата акмалла. Мĕнпе? Епле майпа? Инçетри улăхра, Çĕмĕрле районĕнчи Макарин ялĕ патĕнче, ĕçлеттĕмĕр. Çулла унта утă капанĕсем туса лартаттăмăр. Анчах вĕсене хамăр яла мĕнле илсе килмелле-ха? Лашисем ырхан, вăйсăр. Хĕрарăмсем йывăр лава хăйсемех туртатчĕç. Шутласа пăхăр: унталла вунă çухрăм ытла, каялла та çавăн чухлех. Мĕн тери тертлĕ ĕç!

- Ачасем пулăшатчĕç-и?

- Çуркунне çитсенех ĕçлеме пултаракан ачасем хире тухатчĕç. Шкулта чи кĕçĕннисем çеç юлатчĕç. Эпир, имшерленсе çитнĕскерсем, шыçăннăскерсем тата чирлĕскерсем, урасене аран-аран куçарса ырхан та вăйсăр лашасемпе тата вăкăрсемпе çĕр сухалаттăмăр, сÿ-релеттĕмĕр тата акаттăмăр.

- Пĕтĕмпех хăвăр тĕллĕн ĕçленĕ-и?

- Çук, паллах. Манăн атте хутла пĕлетчĕ, çавăнпа ăна инспектор ĕçне шанса панăччĕ. Вăл хирсем тăрăх çÿресе ачасем мĕнле ĕçленине тĕрĕслетчĕ. Ăна улталама çукчĕ: çĕре мĕн тарăнăш сухаланине тата миçе хутчен сÿреленине тĕп-тĕрĕс палăртатчĕ.

- Колхозра сире çитеретчĕç-и?

- Çапла, пĕр пысăк хуранта колхоз пăтти пĕçеретчĕç. Эпир ăна çавăн пек калаттăмăр. Аслисене пĕр чашăк паратчĕç, пире вара, ачасене, - çурри çеç. Аслисемпе тан ĕçлеттĕмĕр пулин те.

- Нумай акаттăрччĕ-и?

- Çапла, мĕн кăна акман пуль: сĕлĕ те, тулă та, ыраш та, урпа та, ыттине те. Çу каçипех çав анасене çумкурăкран тасататтăмăр. Çумкурукĕ ун чухне хальхинчен йышлăрахчĕ.

- Ĕçлекенсене колхоз мĕн те пулин паратчĕ пуль?

- Ун чухне ĕç кунĕсене шутлатчĕç. Кашни куншăн 200 грамм тырă паратчĕç. Çапла пурăнатчĕ пирĕн ял çав хаяр вăрçă çулĕсенче. Кĕркунне вара тыр-пула пухса илеттĕмĕр те фронта ăсататтăмăр, хамăр салтаксене Çĕнтерĕ- ве çывхартма кăштах та пулин пулăшма тăрăшаттăмăр.

- Эппин, эсир те Çĕнтерĕве çыв-хартма тăрăшнă?

- Эпĕ çеç мар, пурте ĕçлетчĕç, пĕтĕм Çĕн Атикасси Çĕнтерÿшĕн вăй-халне хĕрхенмерĕ. Çав ылханлă Гитлера çĕнтертĕмĕр вĕт! Паянхи пурнăç мĕнрен япăх? Манăн йăлтах пур: кирпĕчрен хăпартнă пысăк çурт, газ, электричество, шыв çителĕклĕ, кашни уйăхрах пенси параççĕ. Вăрçă çулĕсемпе танлаштарсан эпĕ халĕ çăтмахра пурăнатăп. Йывăр пурнăçа тÿссе ирттерме чăтăмлăх çитнишĕн Турра тав тăватăп...

Çапла вĕçлерĕ калаçăва вăрçă асапне тÿснĕ 86 çулти хĕрарăм.

Ираида ЕВСЕЕВА,

вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.