уявсем

4 Чÿк, 2019

Чăваш Ен - пирĕн тăван кил

 

Республикăра Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланă май Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче паян "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурин улттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин тата республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков академик уçрĕ.

1 Чÿк, 2019

Çыхăну çирĕпленĕ

Паян, ноябрĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе Оксана Лутпа тĕл пулчĕ. Сăмах май, Оксана Николаевна республикăри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне ятарласа килнĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах хăнана Чăваш Ен ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Оксана Николаевна уява чĕннишĕн тав турĕ, республика кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Чăваш Енпе малашне те туслă çыхăну тытма, пулăшса пыма шантарчĕ.

1 Чÿк, 2019

Тырă - кĕлетре, апат-çимĕç - сĕтел çинче

Паян, чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, республика аграрийĕсем Шупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявлаççĕ. Чăрмавлă ĕççи хыççăн унта мĕнле шухăш-кăмăлпа хутшăнасси пирки пирĕн хаçат журналисчĕ хуçалăх ертÿçтисемпе калаçнă.

Pages