Çыхăну çирĕпленĕ

1 Чÿк, 2019

Паян, ноябрĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕпе Оксана Лутпа тĕл пулчĕ. Сăмах май, Оксана Николаевна республикăри ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне ятарласа килнĕ.

Михаил Игнатьев чи малтанах хăнана Чăваш Ен ĕçĕ-хĕлĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Оксана Николаевна уява чĕннишĕн тав турĕ, республика кăтартăвĕсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Чăваш Енпе малашне те туслă çыхăну тытма, пулăшса пыма шантарчĕ.

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен «Ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» тĕллевлĕ программа вырăнне патшалăхăн «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» çĕнĕ программа йышăннине палăртрĕ вăл. Патшалăх программи ялти лару-тăрăва тĕпрен улăштарма тивĕç пулнине каларĕ. Çавăн пекех ялти ипотека пирки сăмах хускатрĕ. «Малашне те пĕрле ĕçлĕпĕр», — терĕ шантарса Оксана Лут.

www.hypar.ru

Валентина ПЕТРОВА.

Рубрика: 

Комментари хушас