Чăваш Ен - пирĕн тăван кил
4 Ноября, 2019 | Культура | Хыпар, уявсем

 

Республикăра Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявланă май Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче паян "Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи" наци культурин улттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин тата республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков академик уçрĕ.

Республика территорийĕнче пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Наци культурисен пĕрлешĕвĕсен тата тĕн организацийĕсен представителĕсене хăйсен ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав турĕ. "Эсир чăн-чăн патриотсем, - терĕ. - Раççейри халăхсен  традицийĕсем çухалман. Пирĕн тĕллев - вĕсене сыхласа хăварасси. Влаç органĕсен республикăра пурăнакан пур халăх валли ырă та хăтлă пурнăç условийĕсем туса парасси".

Михаил Васильевич юлашки вăхăтра çак енĕпе пурнăçланă ырă ĕçсене палăртрĕ. Сăмахран, ялсенче пурăнакансем валли 205 çĕнĕ ФАП хута янă. Халĕ инçетри ялсенче пурăнакансем те паха медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Www.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас