Комментари хушас

1 Чÿк, 2019

Çĕр ĕçченĕсене чысларĕç

Паян Шупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.

Уява кашни район аграрийĕсен делегацийĕ хутшăнчĕ. Савăнăçлă пухăва уçиччен «Шупашкар-Арена» керменте тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен продукцие кăтартрĕç. Унпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та паллашрĕ, паха апат-çимĕçшĕн ертÿçĕсемпе ĕç коллективĕсене тав турĕ.

Савăнăçлă пухура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал ял хуçалăх культурисем туса илессипе тата вĕсене пухса кĕртессипе, апат-çимĕç хатĕрлессипе, ăна çĕршывра тата чикĕ леш енче сутассипе пурнăçлакан ĕçсем çинчен каласа пачĕ.

Михаил Игнатьев аграрисен кăçалхи ĕçне пысăка хурса хак пачĕ, вĕсем ял хуçалăх продукцийĕ пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнине, иртнĕ çулсенче производство калăпăшне çуллен ÿстернине палăртрĕ, пирĕн хуçалăхсемпе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем туса илекен тата кăларакан продукцие туянакан патшалăхсен шучĕ ÿссе пырасса шансах тăнине пĕлтерчĕ.

Агропромышленноçра нумай çул ĕçленисен, пысăк ÿсĕм тунисен пĕр ушкăнне патшалăх тата ведомство наградисене пачĕç. Пухăннисем юрă-ташă ăстисен концертне курса савăнчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: