уявсем
Шупашкарта Акатуй кĕрлерĕ
Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри — Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çĕрпе суха туйне ял çыннисем кăна мар, район, облаç, республика шайĕнче те уявлаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта та кĕрлерĕ вăл. Инçе-инçе саланчĕ чăваш сасси унăн чи илемлĕ те сумлă тÿремĕнчен.
Шупашкарта «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ
«Ÿкмесĕр мĕнле вĕçмеллине пĕлеймĕн». Çапла калаççĕ шăчăпа сикекен спортсменсем. Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Пĕтĕм Раççейри «Шăчăпа сикекен ăстасем» ăмăрту иртрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех шоу евĕрлĕ иртрĕ. Ертсе пыракан театр умне пухăннă çынсене спорт темипе тĕрлĕ ыйту пачĕ, хуравлакансене парнесем тыттарчĕ.
Республикăн тĕп пуянлăхне патшалăх наградисемпе чысларĕç
Республикăн тĕп пуянлăхĕ — унăн ĕçчен те маттур, пултаруллă та хăватлă çыннисем. Çакăн пек хастарсен пĕр ушкăнне паян Правительство çуртĕнче патшалăх наградисемпе чысларĕç.
Чăваш Ен парламенчĕ - 25 çулта
2019 çул Чăваш Ен парламенчĕшĕн - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне туса хунăранпа 25 çул çитрĕ. Парламент суйлавçăсен интересĕсене тĕпе хурса 1994 çулта ĕçлеме пуçланă. Унтанпа депутатсем халăх ырлăхне ÿстерме пулăшакан пин ытла саккун йышăннă. Малашне те вĕсем çак тĕллеве тĕпе хурса тăрăшĕç.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 8
- 9
- 10
- 11
- 12
- 13
- 14
- 15
- 16
- …
- следующая ›
- последняя »