Уяв

18 Пуш, 2016

Эпир пĕрле!

Крым Раççейпе пĕрлешнине Чăваш Ен те уявлать

Паян Крым Раççейпе пĕрлеш­нĕренпе икĕ çул çитрĕ. Шăпах икĕ çул каялла пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте Крым Респуб­­­­­­­­­ликине Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

12 Пуш, 2016

Эх, Çăварни, çу эрни...

Мĕн авалтан уявлаççĕ ăна. Православи тĕнне ĕненекенсен Аслă типпе кĕрес умĕнхи уявĕ вăл. Ватти-вĕтти эрнипе икерчĕ çинĕ, вылянă-кулнă. Çак уявпа пĕрлех хĕле ăсатса çуркуннене те кĕтсе илеççĕ. Çăварние паллă тăвасси паян та анлă сыхланса юлнă. Шупашкарта ăна, сăмахран, эрнипех ирттереççĕ.

10 Пуш, 2016

Ăслă, илĕртÿллĕ...

Камсем çинчен сăмах пынине тавçăрма йывăрах мар - Чăваш Ен хĕрарăмĕсем çинчен! Йăлана кĕнĕ «Эх, мĕнлерех хĕрарăм!» конкурс пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ умĕн Чăваш Ен тĕп хулинче саккăрмĕш хут иртрĕ.

Шупашкар хула администрацийĕпе Хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе йĕркелекен конкурс тĕллевĕ - ĕçре, килте, обществăра çаврăнăçулăхне, илĕртÿлĕхне, пултарулăхне кăтартакан хĕрарăмсемпе мăнаçланасси, вĕсене хавхалантарасси.

3 Пуш, 2016

Парнесем хатĕр!

Шăнкăрав сасси янăрарĕ. Унăн вăрăм та асамлă янравĕ кашни ачана вырăнтан хускатрĕ. Çирĕп йĕрке тытакан вĕрентекен пекех, пĕр тăхтаса тăмасăр класа кĕме хистерĕ. Самантлăх вăйă-кулăран пĕлÿ тĕнчине кĕме чĕнчĕ.

Pages