Эпир пĕрле!

18 Пуш, 2016

Крым Раççейпе пĕрлешнине Чăваш Ен те уявлать

Паян Крым Раççейпе пĕрлеш­нĕренпе икĕ çул çитрĕ. Шăпах икĕ çул каялла пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кремльте Крым Респуб­­­­­­­­­ликине Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.

1954 çулта Украина йышне кĕртнĕ çурутрав тинех, 60 çул иртсен, Раççее таврăнчĕ. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта истори пĕлтерĕшлĕ референдум иртнĕ, республикăра пурăнакансен 97% яхăн йышĕ Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăланă.

Чăннипех — пысăк уяв. Ăна пĕтĕм çĕршыв паллă тăвать. Çав шутра — Чăваш Ен те. Крым пирĕн республикăшăн та çывăх. Çурутравра чăвашсем те йышлăн пурăнаççĕ. Пĕлтĕрхи нарăс вĕçĕнче вара Чăваш Республикин делегацийĕ Крымра пулнăччĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крымпа Чăваш Ен тĕрлĕ сферăра килĕштерсе ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлине çирĕплетнĕччĕ.

К.НИКОЛАЕВ.

Шупашкарта паян Крым Раççейпе пĕрлешнине халалланă митинг иртет. 17 сехетре Хĕрлĕ площадьре ĕç  коллективĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем пухăнĕç. Уяв концерчĕ пулать. Ăна «Эпир пĕрле!» ят панă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.