Уяв парни - патшалăх награди

10 Пуш, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çуркуннен пĕрремĕш тата çутă уявĕ умĕн республикăри пултаруллă та пуçаруллă хĕрарăмсен пысăк ушкăнне патшалăх наградисемпе чысланă.

«Чăваш хутлăхĕн хĕрарăмĕсем ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа тата тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçланипе яланах палăрса тăнă. Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармашкăн, ентешĕмĕрсен ăс-хакăлне тата пултарулăхне ÿстермешкĕн, вĕсен пурнăçĕпе сывлăхне упрамашкăн эсир хывакан тÿпе чăннипех сумлă. Çитĕнĕвĕрсем пулăшнипе тăван ен малашлăх çулне такăрлатать, йывăрлăхсене парăнтарать, çынсен пурнăçне ырăрах тума ăнтăлать. Культурăра ĕçлетĕр-и, экономика секторĕнче-и, медицинăра-и, вĕрентÿре-и - ытарайми те илĕртÿллĕ, шанчăклă та тимлĕ туссем пулса тăратăр, чунăр ăшшипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе кун-çула илемлĕрех те хăтлăрах тăватăр», - палăртнă вăл чыслав церемонине уçнă май.

Патшалăх сумне тивĕçнисен йышĕнче - санитаркăран пуçласа ревматологи уйрăмĕн ертÿçи таран çĕкленнĕ Таисия Прокопьева, Галина Албутова агроном, Валентина Героева вĕрентекен, шкул директорĕ Луиза Иванова, Наталия Сергеева артистка тата ыттисем.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче республикăра çамрăк ăрăва тĕрекленсе вăй илтермешкĕн инвестици хывассине тивĕçлипе хаклама тытăнни харама кайман. «Çĕр айĕнчи пуянлăхсемпе мухтанма пултарайманнине пăхмасăр эпир конкурентлă тавар кăларма пултаратпăр. Çакна Чăваш Енре иртнĕ кунсенче ĕçлĕ визитпа пулнă Раççей Правительствин пуçлăхĕ - «Единая Россия» парти ертÿçи Дмитрий Медведев тата РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Дмитрий Ливанов пысăка хурса хакларĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Вăл çакна та çирĕплетнĕ: влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсем хĕрарăмсем тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулĕç тата вĕсене пулăшса тăрĕç. «Ачан тата амăшĕн сывлăхне сыхлани, ача сачĕсемпе шкулсем çĕклени, ача çуратнăшăн паракан сертификатсемпе, пособисемпе, амăшĕн капиталĕпе тата патшалăх пулăшăвĕн ытти мелĕпе тивĕçтерни Чăваш хутлăхĕнчи çемьесене хăват парать тата çирĕплетет. Пирĕн тĕллев: çитĕнÿсене никĕслесе çемье пуянлăх-хаклавне тĕреклетесси», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Валентина ИЛЬИНА

Теги: