Эх, Çăварни, çу эрни...

Мĕн авалтан уявлаççĕ ăна. Православи тĕнне ĕненекенсен Аслă типпе кĕрес умĕнхи уявĕ вăл. Ватти-вĕтти эрнипе икерчĕ çинĕ, вылянă-кулнă. Çак уявпа пĕрлех хĕле ăсатса çуркуннене те кĕтсе илеççĕ. Çăварние паллă тăвасси паян та анлă сыхланса юлнă. Шупашкарта ăна, сăмахран, эрнипех ирттереççĕ. Ку канмалли кунсенче те кашни паркрах уяв программи йĕркелĕç.

Хĕрлĕ тÿрем те хăнасене йыхравлать. Кунта эрнипех «Çăварни хули» ĕçлет. Унта наци апатне тутанма та, икерчĕ çиме те, парне-тетте туянма та пулать. Кунтах уявăн тĕп символĕ те - катемпи - хăнасене кĕтсе ларать. Хĕле унсăрăн епле ăсатăн-ха? Мĕнпур чир-чĕре, усала илсе кайтăр вăл!

Сăмах май, Хĕрлĕ тÿремре вырнаçтарнă 10 метрлă катемпи - Атăлçи тăрăхĕнчи чи çÿлли. Чăваш тĕрри-эрешĕллĕ кĕпепе, тухьяпа вăл. Çăварнин тĕп чиперукне хула художникĕсем шухăшласа тупнă. Ăна тумлантармашкăн пин метр пусма кирлĕ пулнă.

Республикăри районсемпе ялсенче те Çăварние эрнипех хаваслăн паллă тăваççĕ. Элĕксем çурхи уява иртнĕ вырсарникун хастаррăн кĕтсе илнĕ. Хĕле ăсатма кунта анлă программа хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă, пурне те икерчĕпе хăналанă, пĕр-пĕрин хушшинче тутлă чей вĕретес, йăва йăвалас, шăнкăрч вĕллисем тăвас енĕпе тупăшнă. Хăшĕ-пĕри вара юпа тăррине хăпарса çитме ăнтăлнă. Илемлетсе кÿлнĕ лашасен конкурсĕ çумне кăçал чиперлетнĕ мотоблоксен ăмăртăвĕ те хутшăннă.

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайсем те чунран савăннă. Ватти-вĕтти ял тăрăхĕсенчен пухăннă пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле юрланă-ташланă, спорт енĕпе вăй виçнĕ. Хăнăхнă йăлапа лашасене те илемлетсе кÿлнĕ. Тралькасси, Хĕрлĕ Чутай, Акчикасси ял тăрăхĕсем, «Хĕвел» ача сачĕ çунисене ыттисенчен ытларах капăрлатнипе палăрнă.

Куславккасем вара уяв тума пушăн 8-мĕшĕнче пухăннă. Вĕсем хула урамĕсем тăрăх юрласа-ташласа утнă, çынсене тĕрлĕ çимĕçпе хăналанă.

Вăрнар паттăрĕсем Çăварни уявланă май кире пуканĕ йăтса, вĕрен туртса, ал вăйĕ виçсе тупăшма кăмăл тунă. Кунта та Çăварни эрнине вăйă-кулăпа кĕтсе илнĕ. Ача-пăча вара тĕрлĕ аттракционта савăннă.

Пĕтĕм чир-чĕре, япăххине ăсатса Каçалсем те пушăн 7-мĕшĕнче район центрĕнче пухăнса катемпие çунтарнă. Кунта та ырă кăмăл-туйăм хуçаланнă, хĕле ăсатма пухăннисем тутлă çимĕçпе сăйланнă.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Татьяна НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.