Уяв

1 Чÿк, 2016

Ӳсĕм курăмлă. Çапах малаллах талпăнмалла

Иртнĕ эрнекун республикăри аграрисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

Çуллен кунта республикăра хатĕрлекен апат-çимĕçе кăтартаççĕ. Хальхинче те курав йĕркеленĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

11 Юпа, 2016

Ыттисене кăтартмалăх паха опыт пур

Вĕрентекен кунĕ ытти професси уявĕсен хушшинче раснарах тăнă пек туйăнать. Педагогсене эпир пурте — ватти-вĕтти — саламлатпăр: пурнăçра ун алли витĕр пурте тухатпăр. Çавăнпах сумлă çак професси çыннисене халалланă мероприятисем иртнĕ эрне тăршшĕпех пычĕç.

7 Юпа, 2016

Телекурав самана таппинчен юлмасть

Паян этемлĕх телекуравпа радиохыпарлавсăр, Интернетсăр пурăнаймастех. Эпир халĕ информаци çăлкуçĕ анлă пулнине хăнăхнă. Çапла пĕтĕмлетрĕм «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилей каçĕнче.

29 Авăн, 2016

21-мĕш ĕмĕр вĕрентекенĕ

Вĕрентекен кунне паян 120 çĕршывра анлăн паллă тăваççĕ. Саспаллипе паллаштарма, хушма-кăларма, хутлама-пайлама тата ытти нумай ĕçе хăнăхтаракан чи çывăх çыннăмăрсем професси уявĕнче кăна мар, кулленех ырă сăмаха çеç тивĕç. Вĕсене çывхаракан уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнÿ сунатпăр.

Pages