21-мĕш ĕмĕр вĕрентекенĕ
Вĕрентекен кунне паян 120 çĕршывра анлăн паллă тăваççĕ. Саспаллипе паллаштарма, хушма-кăларма, хутлама-пайлама тата ытти нумай ĕçе хăнăхтаракан чи çывăх çыннăмăрсем професси уявĕнче кăна мар, кулленех ырă сăмаха çеç тивĕç. Вĕсене çывхаракан уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре çитĕнÿ сунатпăр.
Эсир хăвăр тăрăшса çитĕн-тернĕ чечексенчен хатĕр-лен‡ çыхă, ăсталанă пĕр-пĕр пĕчĕк çеç парне, открытка парсан аслă тусăрсем тем пекех савăннă пулĕччĕç. Хăйтытăмлăх кунĕ йĕркелесен вĕсем пушшех те хĕпĕртĕç, хăйсен вĕренекенĕсем епле çитĕнсе пынине туйса-курса савăнĕç. Ачасем хатĕрленĕ пĕчĕк çеç сценка та, уяв концерчĕ те учительсемшĕн нимĕнрен те хаклă парне вырăнĕнчех пулĕç. Апла пулсан, тусăмăрсем, савăнтарар хамăрăн вĕрентекенсене.
Уяв ячĕпе сире пурне те!
Валентин УРТАШ.
Кĕрхи кунсем çитсен эпир чун-чĕрепе шкула туртăнатпăр. Пĕрремĕш шăнкăрав янăранă чухне те, Вĕрентекен кунĕнче те хамăра ăс паракансем çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр. Çак кунсенче пирĕнпе пĕрле вĕсем те хумханаççĕ, хăйсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартаççĕ. Юратнă вĕрентекенĕмĕрсен пĕтĕм шухăш-ĕмĕчĕ — пире тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларасси. Эпĕ вĕрентекенсен кăмăлне лайăх пĕлетĕп, мĕншĕн тесен манăн анне те — çак професси çынни.
Аннеçĕме Ирина Минахметовна Соколова тесе чĕнеççĕ. Вăл хĕвеллĕ Узбекистанри Гулистан хулинче çуралса ÿснĕ. Ачалăхпа яшлăх çулĕсенчех ăна пĕр ĕмĕт çунатлантарнă — учитель пуласси. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан анне Гулистан хулинчи университета вĕренме кĕнĕ, çут çанталăка питĕ юратнăран биологи учителĕ специальнăçа суйласа илнĕ. Тĕрлĕрен чечек, пахчаçимĕç, йывăç-тĕм ÿстерессин вăрттăнлăхне те алла илме май пур. Университетран вĕренсе тухсан, çĕршывра арпашуллă пурнăç пуçланнипе, анне кукамайăн тăван ялне ĕçлеме куçнă. 1994 çулта Юмашри вăтам шкулта биологи предметне вĕрентме тытăннă. Çамрăк, пултаруллă, хастар учителе часах асăрханă кунта. Шкул коллективĕ ăна хаваспа йышăннă. Паян кунчченех анне çак шкулта ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре тăрăшса ĕçлет. Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне: «Турă пани пур çак этемĕн», — теççĕ. Ирина Минахметовна çинчен те çакна каласа хăварас килет: Турă ăна, чăнах та, чăн-чăн вĕрентекен пулмах пÿрнĕ пулĕ.
Шкулта ĕçленĕ вăхăтра Ирина Минахметовна миçе ачана ăс-тăн паман-ши, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме кама-кама пулăшман-ши? Унăн ăсталăхне, тăрăшулăхне кура тата вун-вун хĕр-упраç вĕрентекен профессине суйласа илнĕ-çке.
Ирина Минахметовна ачасене тĕрлĕ предметпа пĕлÿ панă. Пушкăртстан культурипе историне вĕрентнĕ. Хĕрачасене ал ĕçĕ тума та, апат-çимĕç пĕçерме те хăнăхтарнă. Кирек хăш предмета вĕрентсен те яланах çитĕнÿсем пулнă. Вăл вĕрентнĕ ачасем республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ. Рина Латыповăпа Илюза Фахртдинова — Пушкăртстан историйĕпе иртекен олимпиадăсен çĕнтерÿçисем. Уроксенче тунă япаласем паянхи кун та ĕç кабинетне илем кÿрсе лараççĕ. Эпĕ тĕлĕнетĕп: çак япаласене ăсталама ăçтан тавçăрулăх çитернĕ-ши? Ун чухне хальхи пек компьютер та, Интернет та пулман-çке. Чăннипе чунне парса ĕçлекен çын кăна çакна ăсталама пултарнă.
Анне шкул заведующийĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Мĕн чухлĕ чечек, пахчаçимĕç туса илмен-ши! Кунĕпе шкул садĕнче ачасемпе ĕçлет, киле таврăнсан вара пахчара тăрмашать. Вăл вăхăтра эпир — аппа, эпĕ тата шăллăм — пулăшма пултарайман, пĕчĕк пулнă. Атте уйăхĕ-уйăхĕпе Çĕпĕрте ĕçленĕ. Нихăçан та вăл ÿпкелешнине илтмен. Биологи учителĕ пулнипе ку ĕçе те хăйĕн тивĕçĕ тесе йышăннă.
Виççĕмĕш çул манăн анне шкул директорĕ пулса тăрăшать. Çак йывăр ĕçе те вăл тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Тăван шкулшăн пĕтĕм чун-чĕрипе хыпса çунать.
Ман шутпа, 21-мĕш ĕмĕрти вĕрентекенсем çакăн пек пулма тивĕçлĕ те. Хăйсен ĕçне парăнса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынипе çĕршыва юрăхлă çамрăксене ÿстереççĕ. Çĕр çинче мĕн ырри пур — йăлтах вĕрентекенрен тухать: пурне те асăрхать, йăнăш тусан — тĕрĕс çул çине тăратать, ăнланмасан — айăплама та пултарать, анчах ытларах чухне — каçарать. Çапла туса вăл ача чунĕнчи ырă туйăмсене вăратать, ыррипе усаллине уйăрса илме вĕрентет.
Анита СОКОЛОВА,
9-мĕш класс.
Пушкăртстан,
Чекмагуш районĕ,
Юмаш шкулĕ.