Ӳсĕм курăмлă. Çапах малаллах талпăнмалла
1 Ноября, 2016 | Хыпар | Ял хуçалăхĕ | Уяв

Иртнĕ эрнекун республикăри аграрисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявларĕç.

Çуллен кунта республикăра хатĕрлекен апат-çимĕçе кăтартаççĕ. Хальхинче те курав йĕркеленĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

— Ял хуçалăх предприятийĕсен рен­та­бельноçĕ 4,6 процентран 14,7 таран ÿснĕ, — терĕ. — Нумай çул пушă выртнă 25 пин гектар ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. 2020 çул тĕлне çавнашкал пĕр гектар лаптăка та сухаламасăр хăвармалла мар. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 15 пин гектар нумайрах акнă, тыр-пул тухăçне пĕлтĕрхинчен самаях ÿстернĕ, иртнĕ 15 çул хушшинче ăна чи нумай — 650 пин тонна ытла — пухса кĕртнĕ.

Министр агротехникăна çирĕп пăхăннă, ÿсентăрана апатлантарма тăпрана минерал удобренийĕ çителĕклĕ хывнă хуçалăхсен вăл кашни гектартан 40-45 центнер тухнине палăртрĕ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме, тип çу юхтармалли культурăсен, сахăр кăшманĕн, тĕшĕлĕх куккурус, пахчаçимĕç лаптăкне ÿстерме сĕнчĕ.

Çĕрулмине тухăçлă çитĕнме, тăкаксăр пухса кĕртме çанталăк чăрмантарчĕ. Ку «иккĕмĕш çăкăр» сахалрах лартмаллине пĕлтермест.

— Технологипе тухăçлă усă курса унăн производствине ÿстермеллех, — терĕ министр. — Чикĕ леш енчи аграрисен куçĕнчен пăхас мар тесе республикăра паха вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çĕрулмипе пахчаçимĕç управĕ ытларах тумалла. Шăваракан пĕтĕм лаптăка 35 пин гектара çитермелле.

Совет саманинчи пекех хăмла сутса пысăк тупăш илес шанăç пур. Раççей Ял хуçалăх министерствинче ăна çитĕнтерме, пухса кĕртме федераци хыснинчен субсиди уйăрас ыйтăва тишкереççĕ.

— Паян аграрисем республикăна апат-çимĕçпе туллин тивĕçтереççĕ, — терĕ Сергей Артамонов. — Асăннă хушăра пĕлтĕрхи тапхăртинчен аш 13 процент нумайрах туса илнĕ. Унăн производствине çуллен ÿстерсе пырса 2020 çул тĕлне çулталăкра 135 пин тоннăран сахал мар туса илмелле. Республикăра пурăнакансене кирлинчен сĕт 35 процент ытларах сăватпăр. Ăна 2020 çулччен çулталăкра 460 пин тонна туса илме тытăнмалла. Паян вăл çĕршывра нумай çитмест.

Çĕнĕ çулччен 2,8 пин пуç выльăх выр­наç­малăх 8 ферма хута ярасшăн. Докладçă сăвакан ĕнесен кĕтĕвне пысăклатма, çĕнĕ витесем тума чĕнсе каларĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем республикăн ял хуçалăх производствине пысăк тÿпе хываççĕ. 36 пин гектар çĕрпе усă кураççĕ. Вĕсен мăйракаллă шултра выльăх çеç 9 пин ытла пуç. 600 ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Фермерсем АПК никĕсне тĕреклетме хастар хутшăннине кура патшалăх вĕсене те тĕрлĕ субсиди парать.

Апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисем иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен 2,8 процент нумайрах продукци хатĕрленĕ.

Отрасльте вăй хуракансен ĕç укçи иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен 10 процент ÿснĕ. Пилĕк çул каялла ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тÿпи республика экономикинче тăрăшакансен шалăвĕн хисепĕнче 56 процент пулнă, халĕ — 72,5.

Министр аграрисене кивçен илме пÿлекен чăрмавсем çинче те чарăнса тăчĕ. Банксенчен кредит политикине лайăхлатма ыйтрĕ.

Залра пуçтарăннисене уяв ячĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. 2006 çулта федерацин «АПК аталанăвĕ» наци проектне йышăннă хыççăн çĕршыври ял хуçалăх ĕçченĕсем патшалăхран пысăк пулăшу илсе, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана производствăна аталантарма çуллен нумай инвестицилесе, продукци çуллен ытларах хатĕрлесе Раççей халăхне апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерчĕç.

— Çакна аграрисен çĕнтерĕвĕ тесех хаклатăп, — терĕ Михаил Васильевич. — Паян вĕсем ют патшалăхсене те продукци сутма хатĕр. Чикĕ леш енне ăсатма тытăнмаллах. Унтан çĕршыва çулталăкра 11 пин тонна хăмла илсе килеççĕ. Паян Правительствăра хамăр çĕршывра çитĕнтерекеннине туянасси çинчен шухăшлаççĕ. Ăна республикăра туса илекенсене субсидилеме 2017 çулта Чăваш Ен хыснинчен укçа уйăрма тытăнăпăр. Çакăнпа пĕрлех пирĕн хăмлаçăсене федераци хыснинчен субсиди куçарас ыйтупа ĕçлемелле.

Республика Ертÿçи уява киличчен «Муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен органĕсен ĕç-хĕлне вăйлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пуснине пĕлтерчĕ. Ăна район-хулара ĕçлĕ лару-тăру туса хурас, муниципалитет органĕсен ĕçне лайăхлатас, бизнеса аталантарассипе вырăнта ырă улшăнусем тăвакансен тĕслĕхĕсене сарас тĕллевпе кăларнă. Конкурсра çĕнтерекен муниципалитетсене пурĕ 100 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Залра ларакансем ку хыпара алă çупса йышăнчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ социаллă пурнăçри ырă улшăнусем çинче те чарăнса тăчĕ. Аграрисен умне ял хуçалăх продукцийĕ ытларах туса илме тĕллев лартрĕ. Отрасльте нумай çул вăй хунисене, производствăна пысăк тÿпе хывнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.