Телекурав самана таппинчен юлмасть

7 Юпа, 2016

Паян этемлĕх телекуравпа радиохыпарлавсăр, Интернетсăр пурăнаймастех. Эпир халĕ информаци çăлкуçĕ анлă пулнине хăнăхнă. Çапла пĕтĕмлетрĕм «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилей каçĕнче. Ăна халалланă уяв виçĕмкун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш радио — 90, Чăваш телевиденийĕ — 55, Шупашкар ТВ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнĕ.

Уяв каçне телерадиокомпанире ĕçлекенсем бал тумне тăхăнса вальс ташланипе уçрĕç. Чун хĕлĕхĕсене хускатакан самант пулчĕ ку. ВГТРКн Регионсен департаменчĕн ертÿçин заместителĕ Андрей Никитин пурне те телерадиокомпанин юбилейĕпе саламларĕ. Вăл республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева асăннă компание пулăшнăшăн тав турĕ. «Республикăри медиарынокра компани пысăк хака тивĕç. Çак яваплăха туйса эпир «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕ аталантăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тăвăпăр», — терĕ Андрей Никитин.

Уяв ăшă сăмахпа, тĕрлĕ чыславпа, салампа, юрă-кĕвĕпе пуян пулчĕ. Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, телерадио ĕçне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн Александр Назаров аслă инженера РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Çыхăну мастерĕ» ят пачĕç. Телеинформаци программисен службин шеф-редакторне Лидия Белокудренкăна, Надежда Кузнецова тĕп бухгалтера, ертсе пыракан инженерсене Юрий Кузьминпа Сергей Марамзина, радиохыпарлав пуçлăхне Эльвира Тимофеевăна, Вячеслав Хомич телеоператора Пĕтĕм Раççейри патшалăх телерадиокомпанийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев телерадиокомпани ĕçченĕсемпе ветеранĕсене юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вĕсен ĕçне, пултарулăхĕпе ăсталăхне пула куракансем регионти тата Раççейри пулăмсем пирки тĕрĕс информаци илни çинчен пĕлтерчĕ. 2016 çул Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине аса илтерчĕ. Вăл нумай çул ĕçлекен ăстасене тата ветерансене, çамрăк специалистсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕ. «Самана çĕнĕ тĕллевсем кăларса тăратать, информаци технологийĕсем аталанаççĕ. Сирĕн ĕçĕр усăллă тата кирлĕ пултăр тесе эсир йăлтах пурнăçлатăр», — терĕ Михаил Игнатьев. Ĕçре пуçарулăхпа, ăсталăхпа палăрнăшăн радио программисен ертÿçине Маргарита Кабетовăна, телевиденин ятарлă корреспондентне Александр Осипова, информаци программисен пуçлăхĕн заместительне Владимир Тимофеева, Альберт Филимонов телережиссера Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Телерадиокомпанире ĕçлекенсем юлашки 5 çулта Раççейри тĕрлĕ конкурса хутшăнса 60 ытла наградăна тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев малашне те пысăк çитĕнÿсемпе ăнăçусем, çĕнĕ çĕнтерÿсем сунчĕ. Çакна та калам: уяв программи питĕ анлă та пуян пулчĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ, илĕртÿллĕ ташăсем пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç. "Сенкер" экранпа радио ĕçченĕсем ĕçлеме кăна мар, савăнма та пултараççĕ. Ĕçтешсене эпир те юбилейсем ячĕпе саламлатпăр, пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Роза ВЛАСОВА.

Александр Осипов, ятарлă корреспондент:

— Юбилее питĕ лайăх кăмăлпа кĕтсе илтĕм. Эпĕ телейлĕ, мĕншĕн тесен юратнă ĕçре вăй хуратăп. Пултарулăх — çав тери хавхалантаракан япала. Унсăр пуçне тата пирĕн, ыттисемпе танлаштарсан, пĕр уйрăмлăх пур. Эпир хамăрăн материала хатĕрлетпĕр те çавăнтах хирĕç хурав кĕтетпĕр: ĕçе лайăх тусан вăл каялла яланах таврăнать. Начарри çинчен çырсан та, лайăххине хыпарласан та. Пирĕн «çимĕçе» халăх епле йышăннине курса тăратпăр. Çакă питĕ килĕшет. Телевиденире ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 20 çул çитрĕ. Малтанах «Телеюрă» йĕркелесе ятăм. Ун хыççăн чăваш юрри халăхра анлă сарăлчĕ. Пирĕнтен çармăссем тĕслĕх илчĕç. Икĕ çул каялла вĕсем мари юррисен уявĕсене эфира кăларма пуçларĕç. «Юратнăран» кăларăм та эпĕ пуçарнипе йĕркеленнĕччĕ. Ĕç пиçсе пыни, халăх ăна йышăнни питĕ савăнтарать.

Сергей Мышев, телеоператор:

— Телевидени — шăпах ман валли! Вăл – манăн пурнăç. Вăл — манăн савăнăç. Вăлах манăн чир те. 35 çул ĕнтĕ ку ĕçре. Кашни кун çĕннине пĕлетĕп, кашни кун çĕнĕ çынсемпе паллашатăп, кашни кун çĕнĕ кăмăл-туйăм, çĕнĕ лару-тăру. Пĕр сăмахпа — яланах çĕнни. Кунран-кун аталанса, ÿссе пыратăн. Çĕннине йышăнма хăрамастпăр эпир. «Нумай пĕлекен çын тĕнчене тытса тăрать», — тесе ахальтен каламан. Кăмăлăм аван, ĕçтешĕмсен ÿсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсемшĕн питĕ хĕпĕртетĕп.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.