Комментари хушас

1 Юпа, 2016

Йăлана кĕнĕ уяв

Иртнĕ вырсарникун сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йăлана кĕнĕ спорт уявне — Нацисен кросне — хутшăнчĕç. Çанталăкĕ те пĕрле савăнчĕ темелле — хĕвел ирех çутатса ăшăтрĕ.

Республикăри стартăн тĕп лапамĕ яланхиллех Шупашкарта пулчĕ. Анне палăкĕ умне халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта чупăва 16 пин яхăн çын тухрĕ. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР физкультура министрĕ Сергей Шелтуков, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Олимп вăййисен призерĕ Олимпиада Иванова саламларĕç.

Йăлана кĕнĕ мĕнпур халăх йышпа туслăн чупнисĕр пуçне вип-чупу та иртрĕ. Тĕрлĕ дистанцире ачасемпе çамрăксен, аслисен, спортсменсен хушшинче чи хăвăрттисене те палăртрĕç. Наци чупăвне хутшăннă чи кĕçĕн тата чи аслă хастарсене те çуллен хавхалантараççĕ. Хальхинче чи çамрăккисем Виктория Михайловăпа /1 çулталăк та 10 уйăх/ Егор Еремеев /2 çул та 3 уйăх/ пулчĕç. Чи опытлисен ятне миçемĕш çул ĕнтĕ Миранда Кольцовăпа /86 çул/ Леонид Никифоров /83 çул/ тытса пыраççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем çак кун старта тĕп хуламăрта çеç мар, республикăн ытти хулипе районĕнче те тухрĕç. Пĕтĕмпе — 60 пин ытла çын.

Паян вара Шупашкарти кÿлмек хĕрри спортăн тепĕр уявĕн лапамĕ пулса тăрĕ. Кунта Пĕтĕм Раççейри çуран çÿрекенсен кунне халалланă мероприятисем иртеççĕ. Ăна çĕршывăмăрăн 11 хулинче йĕркелеççĕ. Çав шутра Шупашкарта та. Кăçалхипе виççĕмĕш хутчен иртекенскер, сăмах май, виçĕмçул шăпах пирĕн хулара старт илнĕччĕ. Ун чухне ăна «Раççей — спорт çĕршывĕ» спорт форумне халалланăччĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.