undefined

25 Çу, 2017

Кафене чĕнчĕ те хăй тухса тарчĕ

Студент чухне общежитире пĕрле пурăннă тусăм Сергей ĕç хыççăн кафене чĕнчĕ. Вĕренсе тухнăранпа та унпа çыхăнăва татман, телефонпа шăнкăравласа калаçсах тăраттăмăр: пĕрле вĕреннисем, ĕçри лару-тăру пирки, тепĕр чухне аптăранипе çанталăк çинчен… Савни те, еркĕн те мар вăл маншăн. Юлташ теме те çав тери çывăх хутшăнса курман унпа. Студент чухне пĕр-икĕ хутчен кинона кайнăччĕ, анчах билет укçине хамах тÿленĕ пек астăватăп. Кăмăлĕпе аванахчĕ-ха вăл, анчах сарă кăтра çÿçĕ çеç килĕшместчĕ мана. Тепĕр хĕрсем вара мăйĕнченех уртăнатчĕç.

2 Чÿк, 2016

«Шăратать кĕмĕл пек сăмах...»

Çапла çырнă Валери Туктар поэт, прозаик Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнчи Анатолий Малышев-Пÿркел сăвăç пултарулăхне тишкернĕ май. Эпĕ вара Валери Туктарăн "Чĕлхе çинчи сăмахсем" кĕнекипе паллашрăм та çак сăмахсем шăпах ăна хăйне тивĕçлине туйрăм.

28 Утă, 2016

Алăксем асамлă та пулаççĕ...

Алăксем асамлă пулаяççĕ-и-ха? Пĕртте ан иккĕленĕр: паллах, пулаççĕ! Анчах ăçта вырнаçнă-ши вĕсем? Чăваш кĕнеке издательствинче нумай пулмасть пичетленсе тухнă кăларăм çеç уçса парĕ ку вăрттăнлăха.

29 Çĕртме, 2016

СУЛХĂНА КИЛĔШТЕРЕТ

Икĕ çулçăллă любка /любка двулистная/ хыр, хурăн, юман вăрманĕсенче, тĕмсен чăтлăхĕнче тĕл пулать. Яланах сулхăнра, пулăхлă тăпра çинче ÿсет.

Халăх медицининче любкăн тымарне тата курăкне хушса хатĕрленĕ препаратсемпе организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме, вăй-хал кĕртме, варвиттирен, вар-хырăм чирĕсенчен, сывлав органĕсен чирĕсенчен сипленме усă кураççĕ.

Pages