undefined

25 Нарăс, 2015

Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?

Хуравĕ татăклă та уçăмлă пултăр тесен, паллах, ыйтăвĕн те кĕске те витĕмлĕ пулмалла. "Литература çулталăкне мĕнле кĕнекепе пуçларăр?" тесе тĕпчеме каярах юлнă пек... "Вулама юрататăр-и?" тесе тилмĕрни айванрах та ача-пăчалларах пек. Пурне те килĕшмелле янракан "Кĕнекесĕр пурнăç тунсăх та кичем-и?" ыйту патне çитсе тухсан вара тепĕр кĕтмен "чăрмав" сиксе тухрĕ... Ара, ку ăнсăртран кĕмсĕрт шухăшласа тупнăскер мар вĕт-ха! Сергей Павлов 20 çула яхăн янраттаракан "Пур-и юрату?" юрăран.

21 Нарăс, 2015

Асаилÿ кĕвви

Упăшка вăтăр тултарнине тăвансемпе, туссемпе пухăнса уявларăмăр. Яшла-хĕрле çÿренĕ вăхăтсене аса илсе юлташсемпе каçхи клуба çитме тĕв турăмăр.

Канмалли кун дискотекăра халăх чылай иккен. Çамрăксем те, аслăраххисем те пур. Кам мĕнле пĕлет - çапла хиркеленет. Пирĕн пысăк ушкăн та часах юрă-кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн авкаланма тытăнчĕ. Диджей паян тĕнче кĕрлеттерекен юрăсене те, темиçе çул каяллахисене те черетлерĕ. Ташла-ташла тарласан лăпкă кĕвĕ кайрĕ. Мăшăрпа ыталанса вунă çул каялла таврăнма ыйтакан палланă юрăпа урай варринче çаврăнтăмăр.

18 Нарăс, 2015

Лайăххинех çиесчĕ

Вĕçĕм çывăрас килнине, ывăннине тухтăрсем организмра микроэлементсем, витаминсем çитменнипе çыхăнтараççĕ. Пулă белокпа пуян. Хаклине пăхмасăрах туянма тăрăшатпăр ăна. Анчах вăл сиен кÿме те пултарать. Сăмахран, 2006-2007 çулсенче тинĕс продуктĕнче усă курма чарнă япаласене, çав шутра канцероген тупса палăртнă. Чăваш Ене пулă аякран илсе килеççĕ. Вырăнта ĕрчетекен те сахал мар. Анчах пулла тĕрлĕ чир-чĕр çакланма пултарать. Тĕрĕслесе тăмасан суту-илĕве усăллипе пĕрлех сиенли те çитĕ.

2 Çурла, 2014

Ялсен аталанăвĕ тавра та калаçрĕç

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Президента Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ, çав шутрах çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартнă, чăваш ялĕсен аталанăвĕ çинчен те сăмах пуçарнă.

Pages