Комментари хушас

21 Нарăс, 2015

Асаилÿ кĕвви

Упăшка вăтăр тултарнине тăвансемпе, туссемпе пухăнса уявларăмăр. Яшла-хĕрле çÿренĕ вăхăтсене аса илсе юлташсемпе каçхи клуба çитме тĕв турăмăр.

Канмалли кун дискотекăра халăх чылай иккен. Çамрăксем те, аслăраххисем те пур. Кам мĕнле пĕлет - çапла хиркеленет. Пирĕн пысăк ушкăн та часах юрă-кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн авкаланма тытăнчĕ. Диджей паян тĕнче кĕрлеттерекен юрăсене те, темиçе çул каяллахисене те черетлерĕ. Ташла-ташла тарласан лăпкă кĕвĕ кайрĕ. Мăшăрпа ыталанса вунă çул каялла таврăнма ыйтакан палланă юрăпа урай варринче çаврăнтăмăр.

...Вунпиллĕкри хĕрачаччĕ эпĕ ун чухне. Хулара вĕренекен кÿршĕ хĕрĕ канмалли кунсенче яла килсен клуба тухнă чухне мана та пĕрле чĕнетчĕ. Кĕтерук питех ыйтнипе анне те пĕр-икĕ сехетлĕхе кăларатчĕ. Чăн та, каланине итленĕ. Аслă тусăмпа ташлаттăмăр та киле таврăнаттăмăр.

Хĕрсем йышлăччĕ пирĕн ялта, каччисем сахалрахчĕ. Çакна пĕлетăркачах савни шырама кÿршĕ ял йĕкĕчĕсем час-часах пухăнатчĕç. Çапла пĕррехинче Кĕтерука куç хывакан та тупăнчĕ. Çакăн хыççăн Петĕр пирĕн ялта тăтăшах курăнма пуçларĕ. Килĕшекен хĕре килне ăсатрĕ. Мана кичем пуласран тусне Кĕçтука илсе килетчĕ. Çапла тăваттăн уçăлса çÿресех хĕл каçрăмăр темелле.

Тĕрĕссипе, канмалли кунсене хам та чăтăмсăррăн кĕтекен пултăм. Кĕçтука курас килетчĕ. Илемлĕччĕ вăл, çÿллĕччĕ, яштакаччĕ. Кÿршĕ хĕрĕ хуларан килнĕ-килменех ун патне чупса каçаттăм, клуба миçере тухасса калаçса татăлаттăмăр. Вунпĕрмĕш класра вĕренекен савниçĕн уроксем нумайран, экзамена хатĕрленмеллипе тепĕр чухне килместчĕ. Кун пек чухне Петĕртен çыру тыттарса яратчĕ, тунсăхланине пĕлтеретчĕ. Вĕренÿ эрни вăрăма тăсăлатчĕ. Çавăнпах каярах çырусене почта урлă яма та хăнăхрăмăр. Ун чухне кĕсье телефонĕсем сайра çыннăн çеçчĕ-ха. Темех те çырмастăмăр хут çине. Ытларах шкулти, килти ĕç-пуç пирки пĕлтереттĕмĕр. Çавах чун хăпартланатчĕ. Çырусем аттепе анне аллине ан лекчĕр тесех почтăна пысăк переменăра хам чупаттăм. "Паян çыру çук", - йăл кулатчĕ Марье аппа. Савăнмалли сăлтав пур чухне: "Шел, ман пата çыракан çук. Эпĕ те хĕпĕртĕттĕм", - тетчĕ вăлтса.

Çапла çуркунне те çитрĕ. Экзамен çывхарнăран анне урама тухма текех ирĕк памарĕ. Ара, тăххăрмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Кĕçтук та, шкул пĕтерекенскер, вăхăтне кÿршĕ яла утса ирттермерĕ. Апла пулин те çыру вĕçтереттĕмĕр. Вĕсене кĕнеке айне хурса вăрттăн вулаттăм. Чипер каччă урокра та асран кайма пĕлместчĕ. Хĕр тусăмсем эпĕ юратнине куратчĕç паллах. Ăмсанатчĕç. Вĕсен урама тухма та ирĕк çук-çке. Эпĕ вара клуба çÿретĕп çеç мар, савни те тупнă. Çырусене вулассишĕн тимсĕлсех ыйтатчĕç - памастăм. Çывăх тантăшăма çеç кăтартаттăм вĕсене.

Часах çу кунĕсем çитрĕç, экзаменсем те хыçа юлчĕç. Кĕçтук Шупашкара вĕренме кĕчĕ. Кĕтерукпа Петĕр пĕрлех çÿрерĕç. Верук аппа та хĕрĕ кам патне тухнине пĕлсе ăна урама пĕччен кăларма текех хăрамарĕ. Çавăнпах каччă та, эпĕ чăрмантармасса пĕлсе, текехрен Кĕçтука пĕрле илсе çÿремерĕ. Сайра хутра çеç килчĕ савниçĕм тĕлпулăва.

Манăн вара ăна яланах курас килетчĕ. Унсăр тунсăхлаттăм. Çавăнпах хушăран май пулсан кÿршĕ яла хам çÿреттĕм. Е тимĕр урхамахĕпе леçме Петĕре ыйтаттăм, е клубри çамрăксем пуçтарăнса катаччи чупма кÿршĕ яла каятчĕç - вĕсемпе явăçаттăм. Кирлĕ çынна кураттăм тепĕр чухне, хушăран киле савнине тĕлпулмасăрах таврăнаттăм. Эпĕ каччă хыççăн чупнине Кĕтерук сивлетчĕ. Куншăн кÿршĕ хĕрĕ миçе хутчен ятлаçман пуль? Итлеместĕм ăна.

Пĕррехинче хамăр урамрах пурăнакан Танюш клубран чĕнсе кăларчĕ те калаçмалли пур тесе айккине пăрчĕ. Эпĕ савнипе тĕлпулма ăнтăлнине вăл та асăрханă ахăр.

- Анюк, лайăх хĕрача-çке эсĕ. Кĕçтук хыççăн мĕншĕн хăв чупатăн? Юратать пулсан хăех килет. Çамрăк-ха эсĕ, ача çеç, çавăнпах ăнланмастăн та. Кÿршĕ яла хăв çÿресе ятна çеç варалăн. Ĕненсем. Эпĕ те сан пекех пулнă, çаплах хăтланаттăм, çакăнаттăм. Кăштах ÿсрĕм те кăмăл-туйăма, пулăмсене урăхларах хаклама вĕрентĕм. Эсĕ те хăвна ална ил, - ырă сунчĕ хайхи.

- Манăн ăна курас килет. Унăн вара килме майĕ çук, - Кĕçтука тÿрре кăларма хăтлантăм эпĕ.

- Каларăм-çке, килĕштерсен - хăех килĕччĕ. Манăн сĕнĕве шута ил. Чавса çывăх та - кайран çыртаймăн. Манăн сăмахсене те пĕрре мар аса илĕн. Пурнăçра каччăсем нумай тĕлпулĕç. Сăпайлă-çке эсĕ, çак пахалăхна ан çухат, - терĕ Танюш.

"Эсĕ хăвна юратман йĕкĕт хыççăн чупнăшăн кам айăплă? Манăн пачах урăхла пулĕ", - шухăшларăм Танюш çаврăнса утсан хĕр çурăмне тинкерсе. Çав каçах Кĕçтука курассишĕн пĕлĕшĕмпе икĕ ял хушшинчи кĕпер патне уттартăмăр. Валя та кÿршĕ ял каччипе тĕлпулатчĕ. Телефонсем пурччĕ вĕсен. Хайхисем кĕпер айĕнче курнăçма калаçса татăлнă. Пĕччен утас килменрен Вова Кĕçтука чĕнме шантарнă. Ара, туссем вĕсем. Вальăна вара мана ертсе пыма хушнă. Тĕттĕммине пăхмасăр утрăмăр çапла. Машина çути курăнмассерен çул айккинче пытантăмăр хамăр. Паллакансем курасран намăслантăмăр-ши ун чухне, е палламан арçынсем чарăнасран шиклентĕмĕр-ши? Палăртнă вырăна çитрĕмĕр хайхи. Каччăсем килессе кĕпер айĕнче çур сехет кĕтнĕччĕ тульккăш...

Çапла çу та иртрĕ: мĕнле кăна аташман пуль? Ăçта кăна çитмен пуль? Шухă çÿренĕ пулин те чыса çухатман вара. Чуптума та сайра хутра çеç килĕшеттĕм. Кÿреннине палăртмастчĕ Кĕçтук.

Кĕркунне çитсен хулана кайрĕ вăл. Пушшех сайра тĕл пулаттăмăр. Хĕл каçипе те темиçе хутчен çеç курнăçрăмăр. Вунулттă тултарнă ятпа аттепе анне телефон парнелерĕç те хушăран шăнкăравлаттăм. Анчах Кĕçтук тытмастчĕ. Тунсăх та пĕчĕккĕнех сĕвĕрĕлчĕ. Çулталăк иртсен Танюш сĕнĕвĕ тĕрĕссине ăнлантăм. Аслисен канашне итлемеллине ăша хыврăм.

Тепĕр çăва тухсан Алюшпа паллашрăмăр. Кĕçтук пекехчĕ вăл: çÿллĕ, хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă, анчах кăмăлĕпе пачах урăхчĕ. Тăтăшах шăнкăравлатчĕ, пĕрмай килетчĕ. Кăмăлăм та часах тепĕр кÿршĕ ял каччи енне çаврăнчĕ. Эпĕ Алюшпа хутшăннине курсан Кĕçтукăн юрату хĕлхемĕ вăйланчĕ-ши, кĕвĕçÿ çуралчĕ-ши - улшăнчĕ вăл, хыçран чупма пуçларĕ. Анчах эпĕ ун енне текех çавăрăнса та пăхмарăм...

Мăшăрăмпа дискотекăра çаврăннă лăпкă кĕвĕпе шăпах Кĕçтукпа ташлаттăмăр та. Каччăпа ыталанса пĕрремĕш хутчен вунă çул каялла çаврăннă эпĕ. Ун чухне Кĕçтуксăр пуçне урăх никама та юратмассăн, вунă çул нихăçан иртмессĕн туйăнатчĕ. Çирĕм пиллĕке çитнине сисмерĕм те. Теçетке çул ним мар хыçа юлчĕ. Пĕрремĕш юратуран çеç нимĕн те тăрса юлмарĕ. Çак лăпкă кĕвĕ çеç аса илтерет Кĕçтука.

ТАРУК.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.