- Чăвашла верси
- Русская версия
Лайăххинех çиесчĕ
Вĕçĕм çывăрас килнине, ывăннине тухтăрсем организмра микроэлементсем, витаминсем çитменнипе çыхăнтараççĕ. Пулă белокпа пуян. Хаклине пăхмасăрах туянма тăрăшатпăр ăна. Анчах вăл сиен кÿме те пултарать. Сăмахран, 2006-2007 çулсенче тинĕс продуктĕнче усă курма чарнă япаласене, çав шутра канцероген тупса палăртнă. Чăваш Ене пулă аякран илсе килеççĕ. Вырăнта ĕрчетекен те сахал мар. Анчах пулла тĕрлĕ чир-чĕр çакланма пултарать. Тĕрĕслесе тăмасан суту-илĕве усăллипе пĕрлех сиенли те çитĕ.
Раççей ялхуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем инкек-синкекрен асăрханма çулленех тĕрлĕ пулла лабораторире тĕпчесе тĕрĕслеççĕ. 2014 çулта Чăваш Енри карпсем тĕрĕс-тĕкел пулнине палăртма 15 проба илнĕ. Специалистсем «Киря», «Сергеев О.М.», «Карамышевский» хуçалăхсене çитнĕ. Сăмах май, пирĕн тăрăхра пулă ĕрчетесси тепĕр хут вăй илме тытăнчĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе çичĕ хуçалăх ĕçлет. Вĕсенче карп, шурă амур, белуга, осетр, стерляк, толстолобик ытларах тытаççĕ.
Иртнĕ çул Владимир хулинчи федерацин чĕрчунсен сывлăх сыхлавĕн центрĕ пирĕн енчи пулăсем чир-чĕрпе аптăранине тупса палăртман.
Пĕлтĕр республикăри управлени ĕçченĕсем «Сурский рыбпром» пĕрлешĕве тĕрĕслевпе çитнĕ. Унăн Атăл тата Сăр юханшывĕсенче пулă ĕрчетмелли икĕ вырăн пур. Анчах вĕсем ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен мĕнле пулнине инспекторсем пĕлеймен - хуçалăхра ăна шута илмелли документсем пулман. Ертÿçĕсене чир-чĕр сарăласран профилактика ирттерни те иккĕлентернĕ. Ветеринарипе санитари паспортне те йĕркелеймен пулсан мĕнех калăн? Тупăш хыççăн хăваласа йĕркене пăхăнман директора 3 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Специалистсем каланă тăрăх - вырăн эпизооти тĕлĕшĕпе лайăх пулни пулă сывă та çыншăн хăрушсăр тенине пĕлтермест. Чирлĕ пулла çисе çын ботулизмпа аптăраса ÿкме, А гепатит çаклатма пултарать. Пулăра биотоксинсем пухăнас хăрушлăх та пур.
Паллă ĕнтĕ, тинĕсри пулла сиплеймĕн. Ятарласа сиенсĕрлетсен кăна çиме юрăхлă вăл. Хăш-пĕр чухне пулла шăнтни те çителĕклĕ. Шĕвĕрĕлченпе хытă сиенленнине тĕп тумалли кăна юлать. Унра йывăр металсен тăварĕ пухăнас хăрушлăх та пур. Вĕсене вара ниепле те пĕтереймĕн. Паллах, усламçăсен пахалăхшăн хăйсен тăрăшмалла.
Шупашкарти «Водолей и К» пĕрлешĕве надзор органĕ административлă явап тыттарса 10 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ара, предприятин тавар хăрушсăр пулнине çирĕплетекен документсем пулман. Анчах çакна пĕлсе тăрсах ăна суту-илĕве кăларнă. Çитменнине, пулла тата унăн продуктне турттарнă чухне йĕркене пăхăнманни те çиеле тухнă.
Улатăр районĕнче рейд ирттернĕ вăхăтра ветеринари докуменчĕсĕр пулă турттаракансем те яваплăхран хăтăлайман. Усламçăсем чĕрĕ пулла сутма Çĕмĕрле хулинченех çитнĕ. Чĕрчунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман сиенлĕ япаласем пуррипе çуккине палăртассипе мониторинг ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр Сăр юханшывĕнчи пулла тĕпченĕ. Лаборатори кăтартăвĕсем сисчĕвĕлентерекен пробăсем пулманнине çирĕплетнĕ.
Сăрта тытнă пулла усламçă хăйĕн машинипе турттарать. Апла техникăн та санитари паспорчĕ пулмалла. Шел, усламçă тĕрĕслевçĕсене ăна кăтартайман. Документа вара санитарипе эпидемиологи служби парать. Пулă хуракан вырăна ятарлă материалпа янтăламалла - тасатма, дезинфекцилеме çăмăл пултăр. Унта тусан, хурт-кăпшанкă лекмелле мар. Çиелтен лайăх витмелле. Анчах çакна пĕлмен пулас вăл.
Комментари хушас