Комментари хушас

2 Чÿк, 2016

«Шăратать кĕмĕл пек сăмах...»

Çапла çырнă Валери Туктар поэт, прозаик Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнчи Анатолий Малышев-Пÿркел сăвăç пултарулăхне тишкернĕ май. Эпĕ вара Валери Туктарăн "Чĕлхе çинчи сăмахсем" кĕнекипе паллашрăм та çак сăмахсем шăпах ăна хăйне тивĕçлине туйрăм.

Кам вăл, кам пирки сăмах пырать-ха? Çĕнĕ Аксу ялĕ Тутарстанри Аксу районне кĕрет. Авал унта тĕне кĕмен чăвашсем пурăннă. Валерий Александрович Мартынов кун çути курнă вăхăтра та — 1951 çулхи чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ — ялта авалхи чăвашсен йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнакансем чылай пулнă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш- утмăлмĕш çулĕсенче Христос тĕнне тытса пыракансем йышланнă. Ăна та тĕне кĕртсе вырăс ячĕ панă.

Тăван ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Аксури вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ, унтан Хусанти халăх пултарулăх центрĕнче ÿнер тата литература ăсталăхне малалла аталантарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тăван ялне таврăннă, шкулта учительте ĕçлеме пуçланă. Шăпах çак вăхăтра пĕлÿ çителĕксĕррине туйса илнĕ пулĕ, малалла вĕренме Шупашкарах çул тытнă. Кунта Валерий Мартынов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ педуниверситет/ ÿнерпе графика факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.

1978 çулта Çĕнĕ Аксури шкула таврăннă, унтан çавăн пекех Савгачевăри, Лениногорск хулинчи шкулсенче тата 14-мĕш професси лицейĕнче вĕрентнĕ. 1985 çултанпа асăннă хулара пурăнать.

Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур тесе тĕрĕсех каланă çав. Ÿнер тĕнчипе пĕрлех сăмах çĕршывĕнче те хăйне хăтлă туять. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтра шăрçаланă пĕрремĕш сăввисемпе калавĕсем вырăнти "Ял пурнăçĕ" /Аксу/ хаçатра, "Хатĕр пул" журналта /Шупашкар/ пичетленнĕ. Каярах "Ялав", "Тăван Атăл" журналсемпе çывăхланнă. Композиторсем Валери Туктарăн çирĕм пилĕк сăввине юрра хывнă.

Мĕнле тема ытларах кăсăклантарать-ха çыравçа? Çакна тĕпчев статйисен ячĕсем хăйсемех уçса параççĕ: "Ăçтарах-ши несĕлсен авалхи çĕршывĕ?", "Тĕне кĕмен чăвашсен йăла-йĕркисемпе уявĕсем", "Шупуççынни — шав манăçми" /Поэтăн кун-çул йĕрĕпе/, "Авалхи чăвашсен, православи тĕнне йышăнман хĕрарăмсен тата арçынсен ячĕсем".

— Хамăр тăван халăхăмăрăн историне тата кун-çулне çĕнĕ ĕмĕрте пурăнакансен те тĕплĕн пĕлмелле, — çапла шухăшлать Валерий Александрович. — Аслă Атăлпа Чулман, Кăвак Атăлпа Шурă Атăл хутлăхĕсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пулнă. Унта пăлхарсемпе, сăварсемпе пĕрле ытти халăх та пурăннине истори кĕнекисенче çырса хăварни пур. Анчах чăваш халăхĕн историйĕ Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ умĕнхи тапхăрĕнче мĕнле пулнине тĕплĕн тата татăклăн пĕлейместпĕр. Ятарлă тĕпчев ĕçĕсем çителĕклех марри те кăткăс ыйтăва ăнлантарса тата çирĕплетсе пама чăрмантарать. "Атăлçи пăлхарсем чăвашланса кайни" статьяра К.К.Каштанов лартнă ыйту — чăвашсем е тутарсем — хăшĕ Атăлçи пăлхарсен йăхĕнчен-ши? — ыйту мана та шухăша ячĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса ĕçленĕ те ĕнтĕ вăл "Ăçтарах-ши несĕлсен авалхи çĕршывĕ?" тĕпчевре.

Валерий Александровича çавăн пекех ентешĕн — чăвашсен паллă поэчĕн Николай Шупуççыннин — Çĕнĕ Аксура ĕçлесе пурăннă тапхăрти кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ канăçсăрлантарнă. Вăл поэтăн 1909-1914 çулсенчи пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕпчев статйисем çырнă. Туктар тăрăшнипех Çĕнĕ Аксура поэт уçнă шкулта Н.В.Шупуççыннине чысласа асăну хăми вырнаçтарнă.

"Чĕлхе çинчи сăмахсем" кĕнекене алла илер-ха. Искусствоведени докторĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн виçĕ хут лауреачĕ, РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Алексей Трофимов сăмахĕсемпе уçăлать вăл. "Валери Туктарăн Уша çăлтăрĕ сÿнсен йăл кулнă, хĕвел шевлисем палăрсан ĕсĕклесе йĕрсе янă пурнăçĕ çирĕммĕш ĕмĕрти нумай-нумай çыннăнни евĕрлех. Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çур пурнăç хушши хăват пухнă хыççăн унăн пултарулăхĕ таса çăлкуç евĕр тапса тухрĕ. Çĕнĕ сăвăсемпе çĕнĕ юрăсем илсе килчĕ. Унăн ăс-хакăлĕ — хăй пĕр тĕнче. Ку тĕнче хĕвеллĕ, çăлтăрлă, уйăхлă, кăвак хуппиллĕ, асамат кĕперĕллĕ тата... Хĕр хулиллĕ. Вулаканăм, çитсе кур çав тăрăха, çав хутлăха", — çапла çырать, чĕнет пире ăсчах поэта пурнăç парнеленĕ кĕтесе.

Сăвăç хăй вара "Тутарстанра çуралнă эпĕ" сăввинче çак шухăша палăртнă:

Тутарстанра çуралнă эпĕ

Аксу, Ÿсел тăрăхĕнче.

Пăлхар çĕршывĕн чыс-хисепĕ

Тымарланать чун варринче.

 

Кунта чăваш чĕлхи ятуллă,

Тутар чĕлхипеле танах.

Ку тăрăх пархатарлă, тулăх

Чăвашшăн пулнă яланах...

 

Эс, Тутарстанăм, Хусанкай та,

Алка та эс, Урташ та эс,

Ман чĕлхене мала туртатăн,

Эс уншăн та — тăван кĕтес.

 

Эппин, атя-ха, Сениэлĕм,

Артемьева, Пурхил Ахван,

Тăрар та алла-аллăн селĕм

Калар: "Сыв пултăр Тутарстан!"

Кунтах — тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕ тĕллевпе тĕрленнĕ тĕрленчĕкĕсем: "Хĕвел шевли" — литература кружокĕ, "Чăваш тĕнчи тĕрĕллĕ", "Авалтан килекен чĕлхе вăрттăнлăхĕн йĕрĕпе", "Аслă çул", ыттисем. Валери Туктар пултарулăхне пахаланă хайлавсен пайĕ те пысăк: "Çеçпĕл çулĕпе: тăван чĕлхе хăвачĕпе" /Петĕр Çăлкуç/, "Пÿлер кĕввисем" /Виктор Симаков/, "Утакан малаллах каять" /Александр Савельев-Сас/, "Илĕртÿллĕ вучах — сар хĕвеллĕ Хусан" /Юрий Сементер/, ыттисем.

Парнеленĕ, шăрçаланă йĕркесем тата мĕне тăраççĕ. Петĕр Хусанкай 1966 çулта Аксура сăвăç ячĕпе каланă сăмахсене вулар-ха:

Çĕнĕ Аксу каччине,

Мартынов Валерие,

Хастар чунлă чăваша,

Сăвăсем çырсах тăма

Турă пулăштăр сана,

Çут ăраскаллă пулма.

Чăваш халăх поэчĕн сăмахĕсем тÿрре тухрĕç, Шелепи çĕршывĕнче çуралнă, Пÿлер хăвачĕпе çĕкленнĕ йăхташăмăр литература каçалăкне пархатарлă витĕм кÿчĕ, Шупашкартан инçе хутлăхра та чăваш сывлăшне упраса пурăнать.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.