укçа-тенкĕ

21 Авăн, 2017

Пултаруллисене — стипенди

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăхсерен памалли стипенди çинчен калакан хушăва алă пуснă. Шкул ачисем валли — 20, искусствăсен шкулĕнче хушма пĕлÿ илекенсем валли 5 стипенди пăхса хунă. Ăна тивĕçекенсен вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех уйăхсерен 400 тенкĕ илме май пулĕ.

Стипендипе вĕренÿре пысăк çитĕнÿ тăвакансене, искусство, литература, музыка пултарулăхĕнче палăракансене, çавăн пекех республикăри, Раççейри предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисене хавхалантараççĕ.

13 Авăн, 2017

Кĕнеке кăларакансене пулăшас йĕрке улшăнĕ

Чăваш кĕнеке издательствине республика хыснинчен çулсеренех укçа уйăрса тăнă. Кĕмĕле социаллă пĕлтерĕшлĕ литературăна кун çути кăтартма панă.

Pages