укçа-тенкĕ

1 Ака, 2018

Аграрисене çамăллăхлă кредит парĕç

Банксем субсиди памалли йĕркене улшăну кĕртме палăртнă. Ял хуçалăх организацийĕсен пĕтĕм укçа çаврăнăшĕнчи парăмĕ /пени, штрафпа унăн проценчĕ/ 5 процентран ытл

30 Пуш, 2018

Аграрисене — çăмăллăх

Банксем субсиди памалли йĕркене улшăну кĕртме палăртнă.

Малашне ял хуçалăх организацийĕсен пĕтĕм укçа çаврăнăшĕнчи парăмĕ /пени, штрафпа унăн проценчĕ/ 5% ытла мар тăк банксенчен çăмăллăхлă кредит илме ирĕк пулать. 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн коммерци ставкипе кредит уйăрма ыйтнисен килĕшÿ условине улăштармалла.

29 Пуш, 2018

Пулас режиссер Юлия Касаева 500 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ

ЧР Культура министерствин пресс-служби Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕ Юлия Касаева (сăн ÿкерчĕкре) Пĕтĕм Раççейри «Çамрăксен пултарулăх пуçарăвĕсем» проектсен конкурсĕнче мала тухни çинчен пĕлтерет.

15 Пуш, 2018

Ытларах федераци уйăрать

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкарти Мускав тата Ленин районĕсене çыхăнтаракан кĕпере тăвас ĕçе еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен» Указа алă пуснă. Çав юбилейсене халалласа пурнăçлакан ĕçсен йышĕнче Шупашкарти Мускав кĕперĕ те пур.

24 Кăрлач, 2018

Кредитшăн пĕчĕккĕн тÿлĕпĕр

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи черетлĕ ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусен шутĕнче вара республикăн бюджет кредичĕсене реструктуризацилессипе çыхăннă килĕшÿсем тăвасси пулчĕ.

Pages