Комментари хушас

18 Юпа, 2017

Чăваш Енри театрсене Мускавран укçа килĕ

Чăваш Республикинчи театрсем валли федераци бюджетĕнчен хушма укçа килмелле. Çĕршыври ача-пăча тата пукане театрĕсене пулăшма тупра уйăрасси çинчен калакан хушăва Раççей Правительствин Пуçлăхĕ Дмитрий Медведев юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче алă пуснă.

Республикăри театрсем валли 3,6 миллион тенкĕ ытларах килмелле. Мускав укçине, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш патшалăх пукане театрне тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне уйăрса парĕç. Культура учрежденийĕсем ку укçана çĕнĕ спектакльсем лартма, гастрольсене çÿреме, театрсене техника енчен пуянлатма усă курĕç.

Рубрика: