Туслă çыхăнусем

Чăваш Енĕн тĕп хули Китайри Аньхой провинцийĕнчи Хэфэй тата Японири Нагасаки хулисемпе килĕштерсе ĕçлесшĕн. Ку ыйтăва Шупашкарти Депутатсен пухăвĕн президиумĕ лару ирттерсех сÿтсе явнă. 

Паян Китай Чăваш Ен хăвачĕпе паллашнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвне хутшăннă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн тăрăха шанчăклă партнер евĕр чылай çĕршывра пĕлнине палăртнă.

Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килсен кашнинчех вĕсем тăван чĕлхене, культурăна мĕн тери юратнинчен, несĕлĕмĕрсен авалтан пыракан йăли-йĕркине хисепленинчен тĕлĕнетĕп.

Февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин презентацине хутшăннă. Вăл Мускав хулинче Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствинче иртнĕ.

Pages

Subscribe to Туслă çыхăнусем