Пир тĕртеççĕ, туй кĕрлеттереççĕ, фильм ÿкереççĕ... чăвашлăха упраççĕ Тюменьри йăхташăмăрсем
Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсемпе тĕл пулса калаçма тÿр килсен кашнинчех вĕсем тăван чĕлхене, культурăна мĕн тери юратнинчен, несĕлĕмĕрсен авалтан пыракан йăли-йĕркине хисепленинчен тĕлĕнетĕп. Вĕсем халăхăмăрăн асăннă пуянлăхне упрас тесе тепĕр чухне Чăваш Енре тĕпленнĕ çынсенчен те ытларах тăрăшнăн туйăнать. Çакнашкал шухăшсем Тюмень облаçĕнчи "Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ" общество организацийĕн президенчĕпе Ираида Масловăпа паллашнă хыççăн пушшех те çирĕпленчĕç.
Инçе çĕрте хуркайăк та тунсăхлать
Тюмень облаçĕнче 140 ытла наци çынни пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕн хăйсен наципе культура автономийĕсем пур. Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ - чи лайăххисен шутĕнче. Кăçал хăйĕн 25 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен çак пĕрлешÿ Тюмень тăрăхĕнче тĕпленнĕ ентешĕмĕрсене - облаçра 30 пине яхăн чăваш - пĕр чăмăра пухать, вĕсемшĕн чăвашлăхпа çыхăнтаракан кĕпер пулса тăрать. Инçе çĕрте хуркайăк та тунсăхлать теççĕ те, çуралса ÿснĕ кĕтесрен аякра кун кунлакан этем - пушшех те. Тăванĕ-пĕлĕшĕшĕн, çепĕç те пуян чĕлхемĕршĕн тунсăхласа çитнисем пĕрле пухăнаççĕ, чăвашла калаçса тата тăван халăх юррисене итлесе те шăрантарса чунĕсене лăплантараççĕ. "Тăван" ассоциаци йĕркеленсен малтанхи çулсенче кашни уйăхрах Тюмень хулинчи музыка шкулĕнче пухăннă, унта чăваш çынни - А.Б.Васильев музыкант - преподавательте ĕçленĕ.
1992 çулхи çĕртме уйăхĕнче ассоциаци Анат Тавда районĕнчи Канаш ялĕнче облаçри чăвашсен Акатуйне пĕрремĕш хут ирттернĕ. Çавăнтанпа çĕрпе сухапуç туйне кашни çулах тĕрлĕ ялта йĕркелеççĕ вĕсем. Пĕрремĕш Акатуя пĕр фольклор коллективĕ - "Тантăш" - хутшăннă, каярахпа вара - 20 ансамбль таран. Паянхи кун облаçра - 23 фольклор ушкăнĕ. "Эпир кашни çулах икĕ коллектива çĕнĕрен тумлантарма тăрăшатпăр. Чăваш тĕрриллĕ çи-пуçа ытларах чухне Чăваш Енре çĕлеттеретпĕр, унта эрешĕсене тĕрĕсрех тăваççĕ. Ку енĕпе тепĕр чухне депутатсем, ытти спонсор пулăшаççĕ", - каласа кăтартать Ираида Маслова. Фольклор ушкăнĕсем хăйсен тăрăхĕнчи çеç мар, ытти районти халăха та пултарулăхĕпе савăнтараççĕ, облаçри мероприятисене хутшăнаççĕ.
"Эпир Екатеринбург, Челябинск, Северск хулисемпе çыхăну йĕркелесе ятăмăр. Пире вĕсемпе çыхăнтараканĕ - федерацин Урал округĕнчи чăваш организацийĕсен канашĕн председателĕ Владимир Логинов, 2002-2009 çулсенче "Тăван" ассоциаци президенчĕ пулнăскер. Вĕсем тăтăшах пĕрле пухăнаççĕ, пире тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пулăшаççĕ. Кăçал "Чăваш пики" конкурса федерацин Урал округĕн шайĕнчех ирттерме калаçса татăлтăмăр", - чунне уçать ассоциаци ертÿçи.
Тăван чĕлхешĕн тунсăхлакансем облаçра уйăхра пĕрре тухса тăракан "Тăван" хаçата вуласа та йăпанма пултараççĕ. Ăна ассоциаци облаçри чăваш культура центрĕпе пĕрле 2004 çултанпа кăларма пуçланă.
Туй пурне те тыткăнланă
Тюмень тăрăхĕнчи Акатуй питĕ кăсăклă иртет. "Унти чăвашсем çак уява кашни çулах чăвашсен пĕр-пĕр йăли-йĕркине халалласа йĕркелеççĕ. Мĕн чухлĕ халăх пуçтарăнать унта!" - хăйĕн тĕлĕнĕвне пытармасть Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн членĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев. Вăл Тюмень тăрăхне виççĕмĕш çул кайса çÿрет: чăвашсем йышлăн пурăнакан кĕтессене çитсе ял мĕнле пуçланнине, çынсем Чăваш Енĕн хăш районĕнчен куçса кайнине тата ыттине тĕпчет. Владимир Александрович Зоя Яковлева режиссерпа пĕрле тĕрлĕ сăлтава пула Çĕпĕрте пурăнакан, çапах хăйсен тăван кĕтесне, тымарĕсемпе йăли-йĕркине манман чăвашсем пирки "Çĕпĕр характерĕллĕ чăвашсем" фильм ÿкернĕ. Унта чăваш туйне те кăтартнă. Сăмах май, çак фильм Ача-пăча тата çемье киновĕн Пĕтĕм тĕнчери "Ноль Плюс" фестивалĕн дипломанчĕ пулса тăнă.
"Чăваш туйне наци культурисен "Туслăх кĕперĕ" фестивалĕнче кăтартмашкăн эпир чăнласах та пĕрлешме палăртнă каччăпа хĕре тупрăмăр. Чăваш уявĕсене ирттернĕ чухне эпир Культура институтĕнчи, Искусство колледжĕнчи студентсене те явăçтарма пултаратпăр паллах, çапах ку меслетпе усă курмастпăр - хамăрăн халăхах хутшăнтаратпăр. Кам ашшĕ, кам амăшĕ, кам Нарспи е Тăхтаман пулассине малтанах пайлатпăр та пурте тăрăшса ĕçлеççĕ", - калаçăва тăсрĕ Ираида Николаевна. Чăваш туйĕ тĕлĕнмелле чаплă иртнĕ! Уява курма килнĕ ытти наци çыннисем, чăваш наци костюмĕсен хитрелĕхне, йăла-йĕрке хăйнеевĕрлĕхĕпе пуянлăхне курса тĕлĕннĕскерсем, мĕн тĕрлĕ кăна ыйту паман: чăваш çемйисем туйсене халĕ те çаплах ирттереççĕ-и, качча каякан хĕр мĕншĕн макăрать, тухья-хушпу таврашне мĕнле ăсталамалла... Уяв Правительство членĕсене те килĕшнĕ, ахальтен мар ĕнтĕ Тюмень облаçĕн Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн представителĕсем чăваш туйĕ пирки ятарлă фильм ÿкерме сĕннĕ. Ку ĕçе "Регион-Тюмень" ПТРК пурнăçланă. Чăваш туйне кăтартма хутшăннă çамрăк мăшăр вара иртнĕ кĕркунне чăн-чăн туй кĕрлеттернĕ.
"Туслăх кĕперĕ"
Туслăх кĕперĕ" фестиваль пирки калас-тăк унта кашни халăх хăйĕн кил хуçалăхне /подворье/ йĕркелет. Чăвашсем, тĕслĕхрен, Сурхурие, Çăварние, Кĕр сăрипе ытти уява мĕнле ирттернипе, хăйсен йăли-йĕркипе, ал ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. "Пĕлтĕр фестивальте 22 халăх хăйĕн кил хуçалăхне кăтартрĕ. Эпир, чăвашсем, кăткăсем пекех нумай ĕçлетпĕр. Пĕр çулхине имитациленĕ кăмака лартрăмăр: унта "кăварĕ" те пурринчен пурте тĕлĕнчĕç. Тепрехинче мунча турăмăр: милĕкĕ те пур, шыв сапсан пăсĕ те тухрĕ. Фестиваль вăхăтĕнчех чăвашсен кил хуçалăхĕнче чуста çăрса кукăль пĕçерни, унпа хăнасене сăйлани те пулнă. Фестивальте кам мĕн тăвассине те малтанах палăртатпăр, çавăнпа мероприяти вăхăтĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать: пĕри пир тĕртет, тепри хуранта шÿрпе пĕçерет, виççĕмĕшĕ сăра вĕретет... Юнашарах ал ĕçĕсемпе паллашма пулать. Тюменьти чăвашсен хушшинче ылтăн алăллисем сахал мар: йывăçа эрешлесе касакан Анатолий Лукин, Нина Бородина тĕрĕ ăсти, Татьяна Тарасова чĕнтĕрлесе çыхакан тата ыттисем те", - Ираида Николаевна каланине итленĕçемĕн "Туслăх кĕперĕ" фестивале хамăрăн та çитсе курас ĕмĕт çуралать.
Чăвашсен историне, культурине лайăхрах пĕлес текенсем çак халăхăн музейĕсене те кайма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра Тюмень облаçĕнче çакнашкал 6 музей. "Аваллăх управçисенчи" экспонатсене чăваш ялĕсенче ĕлĕкренпех пуçтарнă: пĕрисем клуб, теприсем шкул çумĕнче малтан пÿлĕмсем уçнă, каярахпа, япаласем пухăнсах пынине кура, музей йĕркеленĕ. "Эпир вĕсемпе чăнласах та мухтанатпăр, кашни тĕл пулмассерен кĕнеке е урăх япала парнелетпĕр", - палăртать И.Маслова.
Наука тĕлĕшĕнчен те
Тăван" ассоциаци пурнăçлакан пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ĕç - чăваш йăли-йĕркипе культурине тĕпчес тĕллевпе тĕрлĕ экспедици йĕркелеме укçа-тенкĕ шеллеменни. "Хăшпĕр регионта фольклор тата ташă ушкăнĕсем уявсенче наци тумтирне тăхăнса юрласа-ташлаççĕ те - çакна чăвашлăха упрани теççĕ. Тюменьте вара çакăнпа çеç çырлахмаççĕ, наука тĕлĕшĕпе те ĕçлеме тăрăшаççĕ. Вĕсем чăваш топонимикине, ялсен историне кукаçи-кукамай, асатте-асанне каласа панă тăрăх çырнипе çеç çырлахмаççĕ, наука тĕлĕшĕнчен те тишкереççĕ. Паллах, таврапĕлÿçĕсен материалĕсемпе те усă кураççĕ. Тюмень облаçĕнче чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ те пур - ун пекки диаспорăри урăх нихăш регионта та çук. Ăна 2006 çулта Чăваш Енри таврапĕлÿçĕсен союзĕн председателĕ Виталий Станьял пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Ираида Маслова - чăн-чăн дипломат, вăл чи наян çынна та ĕçлеттерме пултарать, кирлĕ чухне хавхалантарма пĕлет. Хăй те ăсчах, çавна май историе тĕпчес ĕçе пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ ученăйсене явăçтарать: Чăваш Енрен, Новосибирскран, Красноярскран..." - лару-тăрупа паллаштарать Владимир Васильев.
"Ăслăлăх енĕпе ĕçлеме пире Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев тата унта тăрăшакан Георгий Матвеев нумай пулăшаççĕ, çакăншăн вĕсене тав сăмахĕ калас килет. Икĕ-виçĕ çул каялла пирĕн пата Новосибирск консерваторийĕнчен ученăйсем килчĕç. Вĕсене чăваш юррисенчи тĕн теми кăсăклантарать иккен. Эпир вĕсене Аромашево районĕнчи 90 çулти хĕрарăм патне илсе кайрăмăр. Çĕрĕпех юрларĕ вăл - чарма аван мар пулчĕ. Консерватори ĕçченĕсем çав тери пуян материал пухса кайрĕç. Эпир вĕсене çак материалсемпе усă курса сборник кăларма ыйтасшăн, мĕншĕн тесен экспедици тăкакĕсене йăлтах Владимир Логинов саплаштарчĕ", - лару-тăрупа паллаштарчĕ Ираида Николаевна.
Владимир Васильев каланă тăрăх - Çĕпĕрпе Уралта пурăнакан чăваш халăхĕн историйĕпе культурине сахал тĕпченĕ. Вăл Кăнтăр Урал лаптăкĕсене чăвашсем XVI ĕмĕр пуçламăшĕнчех çитнĕ тесе çирĕплетет. Çакна асăннă тăрăхри вырăнсен чăвашла ячĕсем те çирĕплетеççĕ тет: Чăваш юханшывĕ, Чăваш тăвĕ, Чăваш хирĕ, Чăваш пĕви поселок, Канаш ялĕ. И.Маслова Тюмень облаçĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн ертÿçи Вадим Андреев Кунгур ханкăрĕнче те чăвашсем пулнине архиври материалсенчен /вĕсенче чăвашсен ятлаçу сăмахĕсене палăртнă иккен/ вуласа пĕлнине, çавсем тăрăх чăваш ялĕсене шыраса тупни çинчен те каласа кăтартрĕ.
Бичурина манмаççĕ
Тăван" ассоциаци ăслăлăх конференцийĕсем, "çавра сĕтелсем" тăтăшах ирттерет. 2003 çултан тытăнса кашни çул тенĕ пекех "Бичурин вулавĕсем" ăслăлăх-практика конференцине йĕркелет. Вĕсенче докладсене сÿтсе явнипе пĕрлех презентаци, ытти мероприяти ирттереççĕ. 2006 çулта, тĕслĕхрен, конференцие килнисем 11 доклад итленĕ, унтан В.Николаевăн "Чăвашсен ăрăвне пуçаракансен историйĕ" кĕнеке презентацине хутшăннă. 2014 çулта "Н.Бичурин" фильм пăхнă. 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Тюмень патшалăх университетĕнче "Бичурин вулавĕсем" иртнĕ, унта Тюмень, Челябинск тата Свердловск облаçĕсенчи, Чăваш Енпе Пушкăртстанри, Юграпа Ямалти историксемпе филологсем, этнографсемпе фольклористсем, культурологсемпе таврапĕлÿçĕсем, шкул ачисемпе учительсем хутшăннă, чăвашсен историйĕпе культурин тата тĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Ун вăхăтĕнчех "Шупашкар-Тюмень" телекĕпер йĕркеленĕ.
"Тăван" хастарĕсем Бичурин пирки çĕнĕ документсем шыраççĕ, ку ĕçе çамрăк ученăйсене те явăçтараççĕ. Ассоциаци пĕлтĕр 4 фильм ÿкернĕ, çавсенчен пĕри - маларах асăннă "Н.Бичурин". "Никита Яковлевич пирки халиччен пĕтĕмпе те 2 фильм çеç ÿкернĕ иккен, виççĕмĕшĕ эпир пултăмăр. Кăçал эпир Тобольск хулинче Иакинф архимандрит пурăннă вырăнта Асăну хăми çакасшăн. Ăна Тобольскри мăнастире ăсатнă-çке, вăл унта семинарире риторика преподавателĕ пулнă", - каласа кăтартать пĕрлешÿ ертÿçи. Хастар хĕрарăм Бичуринăн пурнăçĕпе тарăннăн кăсăкланнин тепĕр вăрттăнлăхне те уçам: вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта /паллă ĕнтĕ: тĕрлĕ вăхăтра/ çуралса ÿснĕ.
Шанчăк - çамрăк ăрура
Çитĕнекен ăру - пирĕн пуласлăх. Çакна шута илсех ĕнтĕ Тюмень облаçĕнчи чăвашсенчен нумайăшĕ ачисене тăван чĕлхене юратма хăнăхтарасшăн. Çав тăрăхра халĕ 5 вырсарни шкулĕ ĕçлет. "Нарăс уйăхĕнче çакнашкал 6-мĕш шкула Тюмень хулинче уçма хатĕрленетпĕр. Ку хулара мĕншĕн халĕ кăна уçассине те ăнлантарам. Малтан кăткăслăхсем пулчĕç: кунта ачасем валли вăйăпа кану вырăнĕ нумай, унсăр пуçне чылай ашшĕ-амăшĕ "Ывăл-хĕре чăваш мар, акăлчан чĕлхине вĕрентĕп" тесе шухăшлани те ура хучĕ. Чăн та, эпир вĕсене хамăр енне çавăрма пултартăмăр. Вырсарни шкулĕсенче учительсем чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне этнокультура компоненчĕсемпе усă кураççĕ. Занятисене чăваш коллективĕсене чĕнеççĕ, вĕсемпе пĕрле ачасене те юрлаттараççĕ-ташлаттараççĕ. Çак меслетпе усă курса сăвă калама та çăмăлраххăн вĕренет çитĕнекен ăру, - вăрттăнлăхĕсене уçать Ираида Маслова. - Кăçалтан пуçласа эпир малтан Канаш ялĕнчи, унтан ытти çĕрти ача сачĕсене çÿрекенсене чăвашла вĕрентме тытăнасшăн. Канашри шкул директорĕ каланă тăрăх - кунашкал ĕçлесен кăтарту тата лайăхрах, витĕмлĕрех пулать. Шансах тăратăп: ача сачĕсенчи пепкесем чăвашла вĕренсен чăваш чĕлхи Тюмень тăрăхĕнче сахалтан та тепĕр 30 çул пурăнать. 30 çул çеç мар, ĕмĕрĕпех пултăр вăл: малалла аталанса пытăр, пурне те савăнтартăр. Чăн та, чĕлхе малашлăхĕ мĕнле пуласси пирĕнтен те нумай килет".
Ырă тепĕр пуçару - "Тăван" ассоциаци тата Тюмень патшалăх университечĕн тюркологи центрĕн директорĕ Ханиса Алишина тăрăшнипе кăçал çак аслă шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмелли тÿлевсĕр курссем йĕркелеме йышăнни. Унти студентсем чăваш чĕлхипе кăсăкланнине те шута илнĕ паллах. Ираида Маслова çак курссен программине хатĕрлеме пулăшнăшăн Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш заместительне Светлана Петровăна хаçат урлă тав тума ыйтрĕ.
"Нарспие" Италире те вуланă
Çамрăксене чăвашлăхпа ытларах кăсăклантарас тесе "Тăван" вĕсем валли спорт мероприятийĕсем те йĕркелет. Тĕслĕхрен, Тура юханшывĕ урлă ишсе каçас енĕпе ăмăрту ирттернĕ. Ăмăрту тесен тĕрĕсех те мар пулĕ, мĕншĕн тесен палăртнă чухлĕ ишсен çамрăксем чăваш ялĕсенче чарăннă, вĕсене унта администраци ĕçченĕсемпе хисеплĕ çынсем кĕтсе илнĕ, чей ĕçнĕ хушăра чăн чăвашла калаçнă. Çакнашкал мероприятисен усси пурах: "Тăван" ассоциаци çумĕнче çамрăксен клубĕ уçăлнă, ăна Михаил Федоров ертсе пырать. Облаçри "Чăваш пики" конкурса шăпах çак клуб ирттерме килĕшнĕ, спонсор пулăшăвĕ енĕпе вара ассоциаци хăех ĕçлет. Кăçалхи çĕнтерÿçĕ те, пĕлтĕрхи пекех, хаклă парнене - Италие, Пĕтĕм тĕнчери археологи тата гуманитари наукисен Везувиан институтне кайма путевкăна - тивĕçĕ.
Итали тенĕрен - çав çĕршывра пĕлтĕр облаçри чăваш таврапĕлÿçисен союзĕн ертÿçин заместителĕ Ольга Дмитриева та пулнă. 2015 çулта Чăваш Енре Константин Ивановăн çулталăкĕ иртнине пĕлнĕрен хĕр хăна çуртĕнчи тĕрлĕ çĕршывран çитнĕ туристсене "Нарспи" поэмăна пĕрле вулама сĕннĕ. Мĕн тетĕр - нумайăшĕ килĕшнĕ те планшечĕсене уçнă. Поэмăна пĕр каçрах вуласа пĕтереймен, çавна май тепĕр кунне туристсем: "Паян "Нарспипе" малалла паллашăпăр-и?" - тесе ыйтнă. Вĕсем Силпи чăваш ялĕнче мĕн пулса иртнипе çапла 3 каç паллашнă. Ираида Николаевна палăртнă тăрăх - малтан Ольга /унăн ашшĕ Канашри пуçаруллă çынсенчен пĕри пулнă/ чăвашлăхпа питех кăсăкланман иккен, халĕ вара чылай мероприятие хастар хутшăнать.
Пĕтĕмлетсе акă мĕн калас килет: Тюменьти чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ малашне те хальхи пекех хастар та пуçаруллă ĕçлетĕр, ыттисене ырă тĕслĕх кăтарттăр. Çав тăрăхри чăвашсемшĕн хаклă та çывăх тăван вырăнĕнчех пултăр вăл!
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментари хушас