Федерацин Атăлçи регионĕсемпе Китай çитес çулхи лару пирки калаçса татăлнă

Çĕртме уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен представителĕсем Китайра пулчĕç. Аса илтерер: çав вăхăтра КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллă делегаципе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Китайри ĕçлĕ меропритиcене хутшăнчĕ.

Китайра пулнин уссине федерацин Атăлçи регионĕсемпе, çав шутра пирĕн республикăпа та, килĕштерсе ĕçлесси çинчен 11 килĕшÿ алă пусни çирĕплетет. Чăваш Ен Правительствипе Хубэй провинцийĕ килĕшÿ тунине эпир пĕлтернĕччĕ.

Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕ çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ. Ун чухнех малашлăх хутшăнусем пирки сăмах хускатнă. Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи виççĕмĕш ларăва çитес çул Раççейĕн Атăлçи  округĕсенчи регионсенчен пĕринче ирттерме сĕннĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Cap.ru сайтри сăнÿкерчĕк.

Комментари хушас