Китайри Хубэй провинцийĕ Чăваш Енпе килĕштерсе ĕçлĕ

Паян Китай Чăваш Ен хăвачĕпе паллашнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвне хутшăннă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн тăрăха шанчăклă партнер евĕр чылай çĕршывра пĕлнине палăртнă.

Суту-илÿ енчен Чăваш Ен 92 çĕршывпа, çав шутра Китайпа та - туслă çыхăну тытать. Пĕлтĕр республикăмăрăн тулашри тавар çаврăнăшĕ 2015 çулхинчен 3,6% процент ÿснĕ. "Эпир пирĕн халăхсем çывăхланччăр тата экономикăпа культура енчен пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнусем çирĕпленччĕр тесе условисем туса паратпăр», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Правительствипе Чунцин хули, Сычуань тата Аньхой провинцийĕсем килĕштерсе ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пуснă. Паянтан тата Хубэй провинцийĕ хушăннă.

Аса илтерер: ĕнерпе паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев - Китайра. Унта вăл РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллă делегаципе тухса кайнă. Ĕçлĕ çул çÿрев тĕллевĕ – Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвне хутшăнасси.

Раççей делегацийĕн сумлă йышне РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин, Экономика аталанăвĕн, Культура министерствисен, Туризма аталантарассипе ĕçлекен федераци агентствин представителĕсем, наукăра, вĕрентÿре тата бизнесра ĕçлекенсем кĕнĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. ЧР влаç органĕсен офицаллă порталĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас