Чăваш Ен тата Турци: çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ

27 Нарăс, 2015

Февралĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин презентацине хутшăннă. Вăл Мускав хулинче Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствинче иртнĕ. Мероприятие çавăн пекех Федераци Канашĕн Халăхсен хушшинчи ыйтусемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков, республикăри предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Презентаци умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Турци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Умит Ярдым господинпа тĕл пулнă. Турци представителĕсем Чăваш Республикине сăнлакан информаципе паллашнă, чăваш апат-çимĕçне астивнĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем чăваш юррисене шăрантарнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн салам сăмахĕнче Чăваш Республики Атăл тăрăхĕнче кал-кал аталанакан регион пулнине палăртнă. Кунта пайтаçăсен пуçарăвне çул параççĕ, бизнеса аталанма лайăх условисем йĕркелекен политика тытса пыраççĕ. Чăваш Ен Раççейре трактор тата электротехника машинисем тăвакан инноваци центрĕ шутланать. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче Раççейре пуçласа хĕвел энергийĕпе ĕçлекен электростанцисем валли модульсем кăларакан завод уçăлнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.