турнир

5 Юпа, 2017

«Хыпар» парнисемшĕн тупăшĕç

«Хыпар» Издательство çурчĕ Пĕтĕм Раççейри турнира ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ.

12 Ака, 2017

Çĕнтерÿçĕсене олимпиецсем чысларĕç

Сăр тăрăхĕнчи Ишеккасси ялĕн каччи Валерий Кочков утмăл çул каялла Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ завода ĕçлеме килнĕ. Часах вăл предприятин физкультура коллективне ертсе пыма пуçланă. 1967 çулта Валерий Николаевич тăрăшнипе Граждан вăрçин паттăрĕ Василий Чапаев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа Шупашкарта ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Атăлçи тăрăхĕнчи турнирне йĕркеленĕ.

10 Кăрлач, 2017

Çăмăл атлетсем хĕлле те канмаççĕ

РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Сергей Быстров спорта аталантарас енĕпе нумай ырă ĕç тунă. Çăмăл атлетикăпа туслă пулнăскер Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн директорĕнче чылай çул ĕçленĕ. Çав тапхăрта унта вун-вун паллă спортсмена çитĕнтернĕ. 46 çултах çĕре вăхăтсăр кĕнĕскере асăнса вунă çул каялла çăмăл атлетика турнирне пуçарнă.

Pages