турнир

20 Юпа, 2017

Любовь СЕМЕНОВА: "Эпĕ çĕнтерсен хĕрсем макăрчĕç"

Ун пирки хĕрарăмсенчен пĕрремĕшĕ теççĕ. Вăл — 2002 çулта Раççей чемпионачĕн пирвайхи çĕнтерÿçи. Пирĕн çĕршыври кире пуканĕ йăтакан хĕрсенчен РФ спорт мастерĕн нормативне чи малтан пурнăçланă.

19 Юпа, 2017

Хаçат ăмăртăвĕнче паллашса çемье çавăрнă

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» йĕркелекен турнира Раççейри чылай регионтан килеççĕ. Самара хулинче пурăнакан Джанитăпа Олег Щербинсем çак ăмăртăва пĕрре те сиктермеççĕ. Вĕсем шăпах «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнирта паллашнă та çемье çавăрнă.

17 Юпа, 2017

Юрий Попов депутат парнисемшĕн

«Кире спорчĕ чăтăмлăха тата ытти пахалăха аталантарать. Спортпа туслă çын пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвать, çав шутра – бизнесра та, политикăра та», – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн президенчĕ Юрий Попов кире пуканĕ йăтакансен республикăри VI уçă турнирне уçнă май.

16 Юпа, 2017

Кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнишĕн иртекен турнирне кукамай та хутшăнĕ

Кире пуканне йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри XXXIV турнирĕччен шутлă кунсем юлчĕç.

Pages