Юрий Попов депутат парнисемшĕн
17 Oct, 2017 | Хыпар | Спорт | Турнир

«Кире спорчĕ чăтăмлăха тата ытти пахалăха аталантарать. Спортпа туслă çын пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвать, çав шутра – бизнесра та, политикăра та», – терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдингăн президенчĕ Юрий Попов кире пуканĕ йăтакансен республикăри VI уçă турнирне уçнă май.

17-рех — Раççей спорт мастерĕ

Йăлана кĕнĕ çак турнир, Юрий Попов депутатăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленекенскер, кăçал Красноармейскинчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра иртрĕ. <...> «Ялсенчи çамрăксем турнира хутшăнакан вăйлă çынсене, паллă спортсменсене курса кире пуканĕ йăтма пуçлаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхаççĕ», — палăртрĕ Юрий Попов.

Хăй вăл, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче йышлă çемьере çуралнăскер, пĕчĕк чухнех тимĕр вăййипе кăсăкланма пуçланă. Тăрăшуллă арçын ачана ку енĕпе икĕ пиччĕшĕ Петрпа Василий ырă тĕслĕх кăтартнă /иккĕшĕ те спорт мастерĕн кандидачĕсем/. Юрий Алексеевич та малтан — районти, унтан вара республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. 17 çултах кире пуканĕ йăтас енĕпе Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Чăваш Енĕн чемпионĕн ятне нумай хутчен тивĕçнĕ. 1983 çулта республика чысне хÿтĕленĕ май команда зачетĕнче Раççей чемпионĕ пулса тăнă.

Халĕ те кире спортне аталантарма тăрăшать. «Тимĕр вăййи валли нумай укçа та, пысăк зал та кирлĕ мар. Волейбол е хоккей валли, тĕслĕхрен, ятарлă лаптăксем кирлĕ. Кире пуканне вара кирек ăçта та, çулла урамрах йăтма пулать. Вăл шăм-шака тĕреклетме, çирĕп вăй-халлă пулма пулăшать», — пĕлтерчĕ Юрий Попов «Хыпар» хаçат журналисчĕн ыйтăвне хуравланă май. Вăл кире пуканçăсем пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕрри çинче те чарăнса тăчĕ.

Сăмах май, Юрий Алексеевичăн хĕрĕ Дарья та спортпа туслă. Чăн та, вăл ашшĕ пек тимĕр вăййине мар, спорт гимнастикине суйланă. Пике шкулта вĕреннĕ чухнех спорт мастерĕ пулса тăнă. Поповсем хăйсен хĕрĕшĕн, вăл спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн савăнаççĕ.

Чăваш çĕрĕ пуян

Уçă турнира хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятĕнчен ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕ <...>. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов спортсменсемпе хăнасене ăнăçу суннă май Чăваш çĕрĕ маттур çынсемпе, çав шутрах спортсменсемпе, пуяннине палăртрĕ <...>. Пухăннисене уяв ячĕпе — турнир чăнласах та спорт уявне çаврăнчĕ — паллă спортсменка Елена Николаева, ЧР ял хуçалăх тата сывлăх сыхлавĕн министрĕсем Сергей Артамонов тата Владимир Викторов саламларĕç <...>.

Çĕнтерÿçĕсене чыс та мухтав

Тимĕр вăййине кăмăллакан спортсменсен кĕрешĕвĕ çивĕч иртрĕ. Унта Елчĕк районĕн команди — 1-мĕш /пĕтĕмпе 132 очко пухрĕ/, Канаш хулипе /123/ Йĕпреç районĕн /90/ — 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

18 çултан кĕçĕнрех яшсен йышĕнче хăйсен виçе категорийĕсенче Иван Федоров /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Анатолий Узюкин /Елчĕк/, Виктор Филиппов /Канаш/, Василий Кириллов /Елчĕк/, Андрей Данилов /Елчĕк/, Роман Сидоров /Канаш/ çĕнтерчĕç. Асăннă ÿсĕмри хĕрсенчен Августина Павлова /ЧППУ студентки Комсомольски районĕн командин чысне хÿтĕлерĕ/, Анна Кузнецова /Шупашкар/, Мария Зайцева /Елчĕк/ палăрчĕç. <...> 1997 çултан аслăрах хĕрсен хушшинче Самар облаçĕн командинчи Джанита Щербинăна тата Канаш районĕнчи Алевтина Евграфовăна çитекен пулмарĕ. Сăмах май, Джанита Щербина-Павлова пирĕн ентешех. Вăл Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче вĕреннĕ чухнех кире пуканĕпе туслашнă. Тĕнчипе паллă спортсменка Самар хулинче пурăнакан Олег Щербинпа пĕрлешнĕ, вĕсем халĕ иккĕшĕ те — тĕнче спорт мастерĕсем <...>.

1998 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсен хушшинче тĕрлĕ виçе категорийĕнче Олег Щербин /Самар облаçĕ/, Алик Волков /Вăрнар районĕ/, Димитрий Енедеров /Елчĕк/, Александр Палазюк /Самар/ çĕнтерчĕç. Помост çине ветерансем те тухрĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче Владимир Калашников /Комсомольски районĕ/, Константин Кусаинов /Шăмăршă/, Сергей Калашников /Канаш/, Андрей Шиморин /Улатăр/, Михаил Петров /Йĕпреç/, Ильгизар Махмутов /Патăрьел/, Владимир Шуряков /Шăмăршă/, Владимир Понихидкин /Канаш/ мала тухрĕç. Пирĕн хастар автор, «Хыпарта» тата ытти хаçатра спорт темине питĕ тĕплĕн çутатакан Петр Сидоров — кире спорчĕн республикăри федерацийĕн хисеплĕ президенчĕ — 1947 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсен хушшинче, 78 килограмчченхи виçере 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Çак пăхаттирсенчен — кире пуканçăсенчен — нумайăшĕ «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркелекен турнира та хутшăнассине палăртрĕ. Аса илтеретпĕр: Пĕтĕм Раççейри ăмăрту юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртет. Унта хутшăнас кăмăлĕ пуррине 20-е яхăн регионти спортсменсем пĕлтернĕ те ĕнтĕ. Тулли верси...

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн укерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.