Комментари хушас

10 Кăрлач, 2017

Çăмăл атлетсем хĕлле те канмаççĕ

РФ физкультурăпа спорт отличникĕ Сергей Быстров спорта аталантарас енĕпе нумай ырă ĕç тунă. Çăмăл атлетикăпа туслă пулнăскер Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕн директорĕнче чылай çул ĕçленĕ. Çав тапхăрта унта вун-вун паллă спортсмена çитĕнтернĕ. 46 çултах çĕре вăхăтсăр кĕнĕскере асăнса вунă çул каялла çăмăл атлетика турнирне пуçарнă.

Йăлана кĕнĕ ăмăртура кăçал 200 ытла çамрăк спортсмен /2002-2003 тата 2004-2005 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе яшсем/ вăй виçнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти спорт керменне яланхи пекех тĕрлĕ хулапа районтан пухăннăскерсем виçĕ енлĕ кĕрешÿре — 500 метрлă дистанцире чупассипе, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикес енĕпе — тупăшнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Шупашкарти Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Софья Горшковăпа Татьяна Елькина, Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Глеб Александров тата Патăрьелти спорт шкулĕн воспитанникĕ Дмитрий Суворов чи нумай очко пухса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Призерсен йышне çавăн пекех Çĕрпÿ, Канаш, Кÿкеç атлечĕсем кĕнĕ.

Хальхи вăхăтра çамрăк спортсменсем Атăлçи тăрăхĕн чемпионатне хатĕрленеççĕ. Ăмăрту кăрлачăн 13-15-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта иртĕ. Çав вăхăтрах çăмăл атлетика манежĕнче республика Пуçлăхĕн кубокĕ старт илет. 2016 çултанпа Пĕтĕм Раççейри федерацин гран-прийĕн пĕр тапхăрĕн статусне илнĕ ăмăртăва çĕршыври паллă атлетсем хутшăнĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.